Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман варринче, Баскакра...

22 сентября 2010 г.

Баскака асфальт сарнă çатма пек тикĕс çулпа çитрĕмĕр. Ĕмĕтленме пултарнă-ши пирĕн аттесемпе асаттесем "упа шăтăкĕнчи" çак яла çăмăл автомашинăпа çитме пулĕ тесе; Паллах, çук. Баскак çулĕ çав тери нушаллă пулнă, вăрман касма кайсан та эрнелĕх çăкăр-сухари илнĕ.

Поселок, çулпа ватă пулин те, çĕнĕ çуртсемпе илемленет. Халĕ кунта 15 çамрăк çемье. Икĕ çемье харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма патшалăх пулăшăвне илнĕ. Валентина Ревунова вĕлле хурчĕсем ĕрчетет, ĕлĕкхи колхозринчен те пысăкрах утар йĕркеленĕ.

Пелеевсен çемйи вара мăйракаллă шултра выльăхсен тата вĕлле хурчĕсен çемйисен йышне нумай ÿстернĕ. Ирсерен картишĕнчен пĕр кĕтÿ выльăх тухать.

Пелеевсем лавкка та тытаççĕ. Кунти апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем район центрĕнчинчен пысăк мар. Пелеевсем те, Ревуновсем те хăйсем туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене районти тата Шупашкарти ярмăрккасенче сутма шутлаççĕ.

Баскакри чылай çурт çине спутник антенине вырнаçтарни те, çăмăл автомашинăсем нумайланни те ял çыннисем тулăх пурнăçпа пурăннине çирĕплетет. Выльăх усраса, пыл хурчĕсем ĕрчетсе, вăрман çимĕçĕсене сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ. Ытармалла мар илемлĕ çут çанталăк туристсене те илĕртет. Килсе курăр Баскак тăрăхне – итлемешкĕн шăпчăк юррине!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика