22 сентября 2010 г.
ÇУ кунĕсем типĕ те шăрăх тăни хĕл те ăшă пулассине пĕлтермест – çут çанталăка сăнакансен çак тапхăрта Хĕл Мучи самаях, çитменнине вăрахлăха чĕпĕтĕтме пултарасси пирки аса илтереççĕ. Çынсем чăтĕç-ха – ăшă пÿртпе хваттере мĕн çиттĕр; Выльăх-чĕрлĕхе илес пулсан;
Район администрацийĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Вазанов каланă тăрăх, ĕçсем начарах мар пыраççĕ. "Искра" СХПКрах, акă, ку ĕçе вĕçлесе пыраççĕ теме те юрать. Халĕ кунта сĕт пăрăхне хута яма хатĕрленеççĕ, сĕт цехне çĕнетеççĕ, çĕнĕ холодильник кÿрсе вырнаçтарнă.
Патирексем выльăхсен йышне те чакарасшăн мар. Кăçаллăха кунта кĕтĕве çĕнетме çитес вăхăтрах пăруламалли 15 çамрăк ĕне, 33 пушмак пăру туяннă.
"Исток" ОООра та хĕле хатĕр темелле. Хуçалăхра кашни витенех юсанă.
Ытти хуçалăхсене илес пулсан, юсав ĕçĕсем "Восход" СХПКра, "Колос" агрофирмăра, "Шанс" ОООра, "Мир" ЗАОра, "Карлинская" агрофирмăра вĕçленсе пыраççĕ.
Ăшă та хăтлă витесемсĕр пуçне выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат та самаях кирлĕ. Шăрăх çанталăк самаях чăрмантарчĕ пулин те, ăна май килнĕ таран хатĕрлесе хăварма тăрăшнă. Хальлĕхе, юлашки кăтартусем тăрăх, 585 тонна утă, 1154 тонна улăм, 2437 тонна сенаж, 1171 тонна тырă фуражĕ пур. Çакă пĕтĕмпе 2493 тонна апат единици пуррине е кашни условнăй выльăх пуçне 14,5 апат единици тивнине пĕлтерет. Ку тĕлĕшне "Исток", "Мир" хуçалăхсене, "Макаров" КФХна лайăх енĕпе палăртмалла – вĕсенче кашни условнăй выльăх пуçне 16, 7 – 22,5 апат единици хатĕрлесе хăварма май тупнă.
Çав вăхăтрах "Восход." СХПКра, "Карлинская" агрофирмăра, "Сатеев" КФХра выльăх апачĕ çителĕксĕр.
Шăрăха пула шар курнă регионсене выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма, выльăх апачĕ туянма патшалăх енчен те пулăшма, кашни условнăй выльăх пуçне 2300 тенкĕ уйăрса пама палăртнă. Çак укçа чи малтанах выльăхсен йышне сыхласа хăварнă тата ÿстерсе пыракан хуçалăхсене тивĕçĕ.
Килти хушма хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси те, çивĕч ыйту. Утă-улăм сахаллипе, питех те перекетлĕ пурăнма тивĕ. Мĕнле пулсан та, ĕнесен йышне упраса хăварасчĕ. «Ĕне – çур пурнăç», – тенĕ вĕт-ха ваттисем.