25 сентября 2010 г.
Экономика кризисĕн çивĕч тапхăрĕ иртсе пырать. Çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тесен мĕн тумалла? Çĕр-шыв аталанăвĕн хăш çул-йĕрне суйласа илмелле? "Единая Россия" парти регионсен ÿсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсем Раççейĕн малашнехи аталанăвĕн тĕп механизмĕ пулассине шанать. Модернизацин приоритетлă çул-йĕрне аталантарни федерацин кашни субъектне çителĕклĕ кăтартуллă регионсен шутне кĕме май парать. Çакна "Единая Россия" партин регионсенчи уйрăмĕсен Регионсен хушшинчи "Атăл тăрăхĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2010-2012 çулсем валли программа" конференцийĕнче те палăртрĕç. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕ сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара иртрĕ. Форум ĕçне парти ертÿçи, Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин, ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан чăваш делегацийĕ – унăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, министрсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе журналистсем, çамрăксен организацийĕсен представителĕсем, ученăйсемпе экспертсем пулчĕç – хутшăнчĕç.
Чи лайăх проектсем
Конференцин пĕрремĕш тапхăрĕ сентябрĕн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче иртрĕ. Парти членĕсем унта ултă секципе ĕçлерĕç, пурĕ 55 проекта пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин представителĕсем инноваци тытăмĕсем хатĕрлессипе (хĕвел батарейкисен производстви енĕпе "Хĕвел айлăмĕ" проект), производствăпа вĕрентÿ кластерĕсемпе (Шупашкарти 22-мĕш професси училищин тата строительство техникумĕн тĕслĕхĕсем çинче), çурт-йĕр строительствипе (патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелени), транспорт инфратытăмĕпе (тавар турттармалли çĕнĕ вакунсем хатĕрлесси), ял хуçалăхĕпе (сĕт тата çĕр улми туса илесси, вĕсенчен тавар хатĕрлесси) çыхăннă проектсемпе паллаштарчĕç. Вĕсене пурне те республикăн 2020 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă.
"Туянма май пур çурт-йĕр" секцире регионсем хăйсен тăрăхĕнче пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса пама пулăшакан проектсем пирки каласа кăтартрĕç, йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕç. ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров Чăваш Енре патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелени пирки сăмах пуçарчĕ. Çак фонд шутне кĕрекен хваттерсенче хула-район администрацийĕсенче черетре тăракансем аренда мелĕпе пурăнма пултараççĕ. Вĕсен малтанлăха пилĕк çуллăх килĕшÿ тумалла. Ют çынсен хваттерĕсене тара илсе пурăнакансемпе танлаштарсан ку ушкăнри çынсем 2-2,5 хут сахалрах тăкакланаççĕ: 1 тăваткал метршăн вăтамран 35 тенкĕ тÿлеççĕ. Фонд йĕркеленнĕренпе – 2008 çултанпа – 1024 çемьене хваттерпе тивĕçтернĕ, çав шутран 413-шĕ – бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем, 169-шĕ – çамрăк çемьесем, федераци службисен ĕçченĕсем, пенсионерсем... Çак йышра пая кĕрсе хăпартакан çуртри хваттер хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ укçа тÿленисем, анчах таса мар чунлă застройщиксене пула шар курнисем те пур. Шел те, федераци саккунĕсенче "аренда çурт-йĕрĕ" текен ăнлав çук. Çавна май Александр Николаевич Чăваш Ен опытне тишкерсе Пурăнмалли çурт-йĕр тата Граждан кодексĕсене улшăнусем кĕртме сĕнчĕ, çакă чылай йывăрлăха татса пама пулăшассине каларĕ.
Конференцие хутшăннисем кашни секцире чи лайăх виçĕ проекта сасăлав мелĕпе палăртрĕç. Вĕсене пурне те федерацин Атăлçи округĕн 2012 çулчченхи аталанăвĕн планне кĕртĕç. Çакă савăнтарать: чи лайăххисен шутне Чăваш Республикин хĕвел энергетикине аталантарма пулăшакан "Хĕвел айлăмĕ" проекта та кĕртнĕ.
"Хĕвел айлăмĕ"
"Хĕвел айлăмĕ" проекта кăçалхи август уйăхĕн вĕçĕнче РФ Регионсен аталанăвĕн министерствин эксперт канашĕ ырланă. Хĕвел батарейкисем кăларакан завода Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" территорийĕнче хăпартма пуçланă ĕнтĕ. Тĕп корпуссене кăçалах туса пĕтереççĕ, тепĕр çул вара тавар кăларма тытăнаççĕ. Раççейре çак промышленноçăн çĕнĕ отраслĕн – хĕвел энергетикин – пуçласа йĕркелекен предприятийĕнче 1300-е яхăн специалист вăй хурĕ. ЧР Промышленноç тата энергетика министерствин промышленноç аталанăвĕпе мониторинг уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Аврелькин Ÿвăлах – партин инноваци инфратытăмĕсен аталанăвĕпе çыхăннă проектсен координаторĕŸ палăртнă тăрăх – "Хĕвел айлăмĕ" тата вун пĕр проекта аталанма пулăшать. Çав хушăрах производствăн çулленхи калăпăшĕ 46 млрд тенкĕпе танлашĕ, ку вăл – Чăваш Республикин тавар туса кăларакан пĕтĕм предприятин производство калăпăшĕн çурри.
"Хĕвел айлăмĕ" Раççей Правительствин Председательне Владимир Путина та кăсăклантарчĕ, çавна май вăл Чулхулара проектсен куравĕпе паллашнă май Чăваш Ен стенчĕ патĕнче самаях тытăнса тăчĕ. "Чăваш Енре йĕркеленекен инноваци кластерĕн малашлăхĕ пысăк, – палăртрĕ Владимир Владимирович пленарлă ларура. – Унăн никĕсĕнче – хĕвел энергетикине кирлĕ производствăна йĕркелесси. Ку проекта "Роснано" корпораци те ырлать тата пулăшать. Çак проектăн инвестицийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ – 20 млрд тенкĕ, вĕсенчен 13,5 млрд "Роснано" уйăрĕ. Ку – пысăк укçа-тенкĕ".
В.Путин пурне те йăлана кĕнĕ индустрие модернизацилеме, инновацин çĕнĕ кластерĕсене йĕркелеме чĕнсе каларĕ: "Пирĕн хальхи йышши "ăслă" производствăсемпе – çĕнĕ технологисем тата пысăк ĕç тухăçлăхĕ çинче никĕсленнисемпе – усă курмалла. Паян Атăл тăрăхĕнчи предприятисен 12 ытла проценчĕ технологи инновацийĕсемпе куллен усă курать – вĕсен тÿпи Раççейĕн федерацин ытти округĕнчипе танлаштарсан чылай пысăкрах. Пĕлтĕр çакнашкал компанисем 400 млрд ытла тенкĕлĕх тавар кăларнă. Атăл тăрăхĕнчи инноваци тĕлĕшĕнчен хастар предприятисен тÿпине çывăх çулсенчех 30-40 процента çитермелле, çакă регионсен экономика тытăмĕнчи пахалăхлă улшăнăвне кăтартĕ".
Премьер-министр палăртнă тăрăх – Атăлçи округĕнчи кашни субъектрах вырăнти влаç органĕсен пуçарăвĕпе технопарк тата промышленноç зонисем йĕркелеççĕ. Акă Саровра 2004 çулта уçнă бизнес-инкубатор лайăх ĕçлет. Ăнăçлă çакнашкал проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн федераци малашне те укçа-тенкĕ уйăрĕ.
Ял хуçалăхĕ, çурт-йĕр, ача сачĕсем...
Конференцире экономикăна тата социаллă тытăма модернизацилессипе çыхăннă чылай ыйтăва хускатрĕç. Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан кашни çынна, яла, хулана канăçсăрлантаракан йывăрлăха татса пама май килтерекен проектсем тавра калаçрĕç. Владимир Путин хăйĕн докладне кăçалхи шăрăх çанталăк кÿнĕ сиен пирки каланинчен пуçларĕ. Федерацин Атăлçи округĕ, калăпăр, çакна пула тыр-пулăн çурринчен ытларах пайне çухатнă. Пĕтĕмĕшле вара çĕр-шывра малтан палăртнинчен 30 миллион тонна сахалрах тырă пуçтарса илнĕ. "Çакна палăртас килет: çĕр-шывра тыр-пул çителĕклĕ. Хамăра усă курмалăх çитет: ытлашшипех те, саппаспа та. Çапах та тырă пулманни вăл – инкекех. Çавна май федераци влаçĕпе регионсен икĕ тĕп тĕллеве пурнăçламалла. Пĕрремĕшĕ – апат-çимĕç рынокĕнче спекуляцие вăй илме памалла мар. Иккĕмĕшĕ – хресченсене шăрăх та типĕ çанталăкăн япăх витĕмне чăтса ирттермешкĕн пулăшмалла. Вĕсем йĕркеллĕ ĕçлеме пултарччăр, выльăх-чĕрлĕх шутне ан чакарччăр. Ака ĕçĕсене вăхăтра ирттерччĕр", – пăшăрханнине пытармарĕ Владимир Владимирович.
Шар курнă хуçалăхсене пулăшмашкăн 35 млрд тенкĕ уйăрма йышăннă, çав шутран 12 млрд федерацин Атăлçи округĕн регионĕсене куçарса панă ĕнтĕ. Унсăр пуçне пысăк сиен тÿснĕ АПК предприятийĕсен çăмăллăх кредичĕсене тавăрса памалли вăхăта виçĕ çуллăха тăсаççĕ. Премьер агропромышленноç комплексне аталантарма пулăшакан программăна улшăнусем кĕртмеллине асăнчĕ, РФ Ял хуçалăх министерствине кăçалхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен сĕнÿсем тăратма хушрĕ. Мелиорацие çĕнĕрен чĕртсе тăратмаллине каларĕ. Çак тĕллевпе ятарлă техника туяннă хуçалăхсене Правительство пулăшĕ, кредит илсен процент ставкисене субсидилĕ.
Социаллă тытăм пирки калас тăк, чылай регионта пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ çаплипех çивĕч-ха. Раççей Правительствин ертÿçи ку енĕпе çар çыннисене – хăй вăхăтĕнче пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермесĕрех саппаса янăскерсене – пулăшма пуçлассине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ программа валли 424 млрд тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ишĕлес патнех çитнĕ кивĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарас ĕç малалла пырĕ. "Авариллĕ лару-тăруллă çурт-йĕр пирĕн яланах нумай пулнă, анчах та патшалăх çак ыйтăва нихăçан та кирлĕ пек татса парайман. Темле йывăр тата кăткăс пулсан та пирĕн ку ĕçе малалла тăсмалла. Тепĕр чухне тĕллеве пурнăçлама май çук пек туйăнсан та. Çапах та хăвăрах куратăр: практика та çирĕплетет – эпир пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан ăна хыпкаланмасăр, кăшкăрашмасăр, тĕплĕн тăватпăр – çапла майпа сăрт-тăва та вырăнтан куçарма пулать", – терĕ "Единая Россия" парти председателĕ.
Атăл тăрăхĕнче, пĕтĕм Раççейри пекех, ача çураласси ÿссе пырать. Ку пулăм савăнтарать. Анчах çакăнпа пĕрлех ача сачĕсенче вырăнсем çитменни те пăшăрхантарать. "Ку ыйту – пирĕн пĕрлехи йывăрлăх. Демографи лару-тăрăвĕ чаплах мар чухне кун пирки никам та шухăшламан, çавăнпа ача сачĕсенчен чылайăшĕн профильне улăштарнă. Çак йывăрлăха паян темиçе мелпе татса пама пулать. Пĕрремĕшĕ – çав пурлăха каялла тавăрни, анчах та çапла тума яланах май килмест. Чылай çурта темиçе хут та сутнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш мел – çĕнĕ садиксем хăпартасси. Çакăнпа пĕрлех çĕнĕ меслетсене – çемье е коллективлă ача сачĕсене – пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Анчах та кунта администраци чăрмавĕсем пур. Çапах чи малтан строительство пуçламалла. Ку вăл муниципалитетсен ĕçĕ, эпир те пулăшма тăрăшăпăр. Тĕслĕхрен, строительство секторне аталантарса", – терĕ В.Путин.
Конференцире сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли, федераци çулĕсене çĕнĕрен тумалли, кивелнĕ автомобильсене утилизацилемелли, хамăр çĕр-шывра кăларнă машинăсем, самолетсем, карапсем лайăхрах пулни тата ытти пирки те калаçрĕç. "Çак залра пуçтарăннă çынсем эпир паян палăртнă плансемпе тĕллевсене пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнасса шанатăп", – терĕ Владимир Владимирович.
Регионсен хушшинчи конференцисене федерацин кашни округĕнче йĕркелĕç. Хальлĕхе çакнашкал форумсем Çĕпĕр тата Çурçĕр Кавказ округĕсенче иртнĕ. Атăл тăрăхĕнчи – виççĕмĕш. Конференцисен тĕп тĕллевĕ – çĕр-шыври пĕтĕм регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн стратегийĕсене хатĕрлесси. Вĕсем федерацин модернизаци стратегине анлăлатĕç тата пуянлатĕç.
И. КЛЕМЕНТЬЕВА.