Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çулти хисеплĕ ветеран пурне те ыр сунать чунтан

29 сентября 2010 г.

100 çулти хисеплĕ ветеран пурне те ыр сунать чунтан

РАЙОНТИ чи вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенчен пĕри – Шăмăршăри Лесхозная урамĕнчи П.И.Гультяев. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Петр Иванович хăйĕн 100 çулхи юбилейне палăртать.

– Эпĕ 1910 çултах çуралнă, – каласа парать вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ. – Вăрăм пурнăçăмра савăнăçли те, хурлăхли те нумай пулчĕ. Тĕпрен илсен, савăнăçлă тапхăрсем ытларах пулнă. Ирçе Тĕккинчи шкулта учительте ĕçлеме пуçласан çак ялăн чипер хĕрĕпе Степанида Павловна Власовапа паллашни, унпа пĕр çемьене пĕрлешни, пирĕн кил йышлă ача-пăчапа тулни пирки илемлĕн каласа пама сăмахсем те çитмĕç. Хаяр вăрçă вутне кĕни, унта йывăр аманни, 1998 çулта савнă мăшăрăм сасартăк вилсе кайни, аслă хĕрĕм Людмила вăхăтсăр çĕре кĕни чĕремре нихçан тÿрленми суран хăварчĕ... Хамăн профессие тĕрĕс суйласа илни, пĕтĕм пурнăçăма пĕчĕккисене вĕрентессине, ăс парассине халаллани мана яланах çĕнĕ вăй-хăват парса тăчĕ. Эпĕ, çĕр çулти ватă çын, пурне те çирĕп сывлăхпа пурăнма, телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ырлăх-сывлăх сунатăп.

Петр Гультяев шăпах пĕр ĕмĕр каялла кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче, йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕ ăста купăсçă пулнă май, Петя та алла час-часах купăс тытнă, ансат кĕвĕсем калама хăнăхнă. 8 класлă пĕлÿ илсен ăна тăван шкулта пĕчĕккисене вĕрентме чĕнсе илнĕ. Пĕлÿ çитменнине туйса Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ.

1935 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа П.И. Гультяевăн пурнăçĕ Шăмăршă районĕпе çыхăннă.

– Август уйăхĕнче, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ вăхăтра, Упи пасарĕнче эпĕ ăнсăртран Ирçе Тĕккинчи пуçламăш шкулта учительте ĕçлекен Герасим Гусячкина тĕл пултăм, – аса илет Петр Иванович. – Ăна районти комсомол комитетне ĕçлеме чĕннĕ-мĕн, хăйĕн вырăнне юлма учитель шырама хушнă. "Санăн, ирçе çыннин, ирçе шкулĕнче ĕçлемелле, – терĕ вăл. – Ачасене пĕчĕкренех хамăрăн чĕлхене, йăла-йĕркене тĕплĕн вĕрентсе ÿстермелле пирĕн. Шкулăн хваттер те пур". Эпĕ тÿрех килĕшрĕм. Ялта, шкулта хама ăшшăн кĕтсе илни мана хавхалантарчĕ. Пуçламăш шкулта Александр Васильевич Буянкинпа иксĕмĕр ĕçлерĕмĕр. Вăл иккĕмĕшпе тăваттăмĕш классене вĕрентетчĕ, пĕрлех шкул заведующийĕн тивĕçне туса пыратчĕ. Эпĕ пĕрремĕшсемпе тата виççĕмĕшсемпе ĕçлеттĕм. Пирĕн хушăра ăнлануллăх хуçаланатчĕ, пĕр-пĕрин çине кÿренни пулман. 1938 çулта мана заведующи пулма çирĕплетрĕç. Питĕ шел, Александр Васильевич Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнаймарĕ.

1942 çулхи январьте Петр Гультяева та, пĕр ача ашшĕне, фронта кайма повестка панă. Полк шкулĕнче 4 уйăх вĕренсен, сержант званийĕ илсен вăл Ржев хули таврашĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çапăçусенчен пĕринче йывăр амансан, госпитальте вăрах вăхăт сипленсен пулемет расчечĕн командирне медицина комиссийĕ строя тăма юрăхсăр тесе йышăннă, киле янă. Хăюллă сержантăн гимнастеркине "Паттăрлăхшăн" медаль илемлетнĕ.

1944 çулхи март уйăхĕнче П.И. Гультяев каллех юратнă ĕçе пуçăннă, Ирçе Тĕккинчи шкулта пĕчĕккисене вĕрентнĕ.

Туслă çемьере йыш хушăнсах пынă. 1953 çулта 5 ачаллă Гультяевсем тăрăшса, тупăштарса çĕнĕ çурт лартнă. Петр Ивановичпа Степанида Павловна хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Пысăк çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, хурт-хăмăр вĕллисем те нумай пулнă.

Хĕрÿ ĕçре çулсем сисĕнмесĕрех хыçа юлса пынă. 1975 çулта утмăл пиллĕкри П.И. Гультяев тивĕçлĕ канăва кайнă. Пархатарлă ĕçшĕн ăна тĕрлĕ çулсенче икĕ хутчен Чăваш АССР Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Районти çутĕç пайĕн Грамотисем те пур. Иккĕмĕш степень Отечественнăй вăрçă орденĕ, "Паттăрлăхшăн" медаль çумне "Ĕç ветеранĕ" медаль хутшăннă.

Мăшăрĕпе, Степанида Павловнапа, 7 ача çуратса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Генăпа Надя Шăмăршăрах тĕпленнĕ. Петр Иванович мăшăрĕ вилнĕ хыççăн, 8 çул каялла, Шăмăршă ялне куçса килнĕ. Вăл Надя çемйинче хăйĕн ватлăхри канлĕхне тупнă. Кĕрÿшĕпе те, Сергейпе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть Сергейпа Надя ячĕпе çар чаçĕнчен çыру килнĕ. Лайăх салтак ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн чаç командирĕ ашшĕпе амăшне чĕререн тав тунă.

– Çак çырушăн кукашшĕ те чунтанах савăнчĕ, – терĕ Надежда Петровна. – Вăл Николая салтаксен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен нумай каласа паратчĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни арçыннăн сумлă тивĕçĕ пулнине ăнлантаратчĕ. Ывăлăмăр кукашшĕн шанăçне тÿрре кăларчĕ, ун пекех маттур салтак пулса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика