Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш кил вырăнĕнчех

29 сентября 2010 г.

Çакнашкал заведенисен умĕнчен пурте тенĕ пекех пăрăнса иртме тăрăшатпăр. Кашнийĕнех пĕр шухăш çуралать пулĕ: "Тен, шăпа малашне хамăра та çакăнтах илсе çитерĕ;" Ун пекки ан пултăрах тетпĕр те – пурнăçа пĕлме çук...

Ваттисен çурчĕсем теме хăнăхнă эпир вĕсене. Анчах та урăхларах иккен: "Халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ватă çынсемпе инвалидсем вăхăтлăха пурăнакансен уйрăмĕ". Ун пеккисем районта виççĕ – Шăмăршăра,Палтиелĕнче, Пăчăрлă Пашьелĕнче. Вĕсенче паянхи куна ватлăхра пĕччен, хÿтĕлĕхсĕр тăрса юлнă 38 çын пурăнать. Çакăншăн вĕсен патшалăха тав тумалли çеç юлать: мĕншĕн тесен çак вырăнсем ватăсемшĕн иккĕмĕш кил вырăннех пулса тăнă темелле.

Тĕрлĕ шăпаллă çынсем хÿтлĕх тупнă ваттисен çурчĕсенче: Пĕрисем ĕмĕрĕпех пĕччен пурăннă, теприсем, ватăлса ĕçлейми пулнăран, тăтăш чирлеме пуçланăран ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн кирлĕ мар пулса тăнă. Ахальтен каламан пулĕ: камшăн ватлăх –телейлĕ, хăшĕсемшĕн асап та терт.

Çак кунсенче ватă çынсемпе инвалидсем пурăнакан Шăмăршăри уйрăмра пулса курма, унта кун кунлакан çынсемпе калаçма тиврĕ.

– Кунта ĕçлекенсене тав туса пĕтерме сăмах та çитес çук, – хăйсен кăмăл-туйăмĕсене пытармарĕç кинемейсемпе мучисем. – Ачасене пăхнă пек пăхаççĕ пире.

Уйрăмра ватă çынсем саккăрăн. Ку йыш вăхăтран вăхăта улшăнать ĕнтĕ: е чакать, е ÿсет. Вĕсене кунта талăкра виçĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Меню яланах пуян, блюдăсем пысăк калориллĕ. Апат çинĕшĕн ватăсен хăйсен пенсийĕнчен кашни уйăхра пиншер тенкĕ тÿлеме тивет ĕнтĕ. Анчах хальхи вăхăтшăн çакă пысăк укçа-и вара;

Кунсăр пуçне, вак-тĕвек пулăшусемшĕн уйăхсерĕн икçĕршер тенкĕ тÿленĕшĕн те çынсем кăмăлсăр мар. Чи пĕчĕк пенси илекенсем вара социаллă пулăшушăн пĕр пус та тÿлемеççĕ. Ватăсемпе инвалидсене тытса тăма республика бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Уйрăмра кунта вăхăтлăх хÿтлĕх тупнисен сывлăхне те тĕрĕслесех тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе районти тĕп больницăпа килĕшÿ тунă, участокри тухтăр килсех тăрать. Кашни уйрăмрах малтанхи пулăшу памалли медицина аптечкисем пур. "Васкавлă пулăшу" та вăрах кĕттермест.

Ялсенче килте пĕччен пурăнакан ватăсем те çук мар. Сăмахран, вĕсене – утмăл çынна – договорпа килĕшÿллĕн социаллă работниксем пăхса, пулăшса тăраççĕ.

Кунсăр пуçне халăха социаллă пулăшу паракан центрта çынсене консультаци паракан пункт пур. Унăн заведующийĕн Ф.Андронован ĕçĕпе пурте кăмăллă. Килте пурăнакан ватăсемпе инвалидсене социаллă пулăшу паракан пая вара С.Павлова ăнăçлă ертсе пырать.

Ĕмĕрĕпе ĕçре пиçĕхнĕ çын ватлăхра та пулсан ахаль, ĕçсĕр ларма пултарать-и вара; Кунта пурăнакансене ку тĕлĕшпе никам та хушмасть, ирĕксĕрлемест – вĕсем хăйсемех, вăй çитнĕ таран, çулла пахчара кăштăртатаççĕ, ытти вăхăтра алă ĕçĕ тăваççĕ. Пушă вăхăтра телевизор курма май пур, хаçат-журнал те çырăнса илеççĕ. Мунчара та (вĕсем кашни уйрăмрах пур) ăшши яланах çителĕклĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика