Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марье аппа

29 сентября 2010 г.

Марье аппа

Пурнăç кустăрми чупать те чупать. Васан ялĕнче пурăнакан М.Еремеева çитмĕл урлă каçнине сиссе те юлаймарĕ. Сăнран пăхсан ăна çав çула çитнĕ теме те çук. Ĕçе юратни, çынсене усал сунманни ватăлма памасть пулĕ ăна. Эпĕ пынă чухне те Марье аппа васкасах картиш шăлатчĕ.

Пĕчĕкрех йывăç пÿрте кĕтĕмĕр. Мĕнле тирпейлĕ кунта. Малтанах мана Марье аппа тĕрленĕ чăваш тĕррисем тыткăна илчĕç. Чĕнтĕрсем тата мĕнле хитре! Ăçтан кăна чăтăм çитерет-ши вĕсене çыхма; Кунта чăваш хĕрарăмĕн кун-çулĕ пытарăннă тейĕн.

Ман çине пăхсан унăн чунĕ çемçелсе кайрĕ, сисмесĕрех куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Мария Георгиевна майĕпен хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен калама пуçларĕ.

– Пирĕн çемьере ултă ачаччĕ: пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Анчах тăваттăшне вилĕм çави çулса кайрĕ. Эпир тетепе иккĕн кăна тăрса юлтăмăр . Атте те йывăр чире пула вырăнпах выртма пуçларĕ. Иккĕре чухне хăрушă вăрçă тапранса кайрĕ. Анне Улатăр çывăхне окоп чавма кайрĕ. Атте хухсах пычĕ, эпĕ пиллĕкре чухне çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Пире питĕ йывăр килчĕ. Тетепе çуркунне ана çине крахмал чавма каяттăмăр. Мĕн чухлĕ кашлинчи, хур хуххи, вĕлтĕрен пухман-ши; Анне пире выçă вĕлерес мар тесе ырми-канми ĕçлерĕ. Эпир ăна шеллеттĕмĕр, килти хуçалăхра тăрмашаттăмăр.

Саккăр тултарсан Марьене амăшĕ шкула янă, анчах хĕрача 7 класран ытла вĕренеймен: шкула кайма тăхăнмалли нимĕн те пулман. Çитменнине, тетĕшĕ сасартăк йывăр чирлесе ÿкнĕ, çап-çамрăкла çĕре кĕнĕ. Марьепе амăшне хуйхă хуçмаллипех хуçнă. Мĕн тăвăн: юлнисен пурăнмалла. Марье хирте пучах пуçтарнă, лашапа утă, улăм турттарнă, амăшĕ пекех пăравур пулнă. Ун аллинче ĕç вĕресе тăнă.

Çирĕм пĕр тултарсан Марье юратнă каччипе, Ванькка Еремеевпа çемье çавăрнă, пĕчĕккĕ кăна йывăç çуртра пурăнма тытăннă. Упăшки бригадăри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, вăл вара сысна ферминче ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе тунă: вите тасатнă, лашапа улăм кÿнĕ, витрепе апат йăтса сыснасене тăрантарнă. Хастар ĕçленишĕн Марьене хаклă парнесемпе чысланă. Вăл ял Совет депутачĕ те пулнă. Мăшăрĕпе тăватă хĕр çуратнă. Шел телейлĕ пурнăç нумая пыман. Хĕрĕхе çитес умĕн Марье мăшăрсăр тăрса юлнă. Тăватă хĕрне пĕчченех çитĕнтерме тивнĕ. Çамрăклах ĕçе вĕренсе ÿсни Марьене нумай пулăшнă. Çирĕм çул сысна ферминче вăй хунă вăл, виçĕ çул Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче тăрăшнă. 1974 çултан тытăнса, тивĕçлĕ канăва кайичченех, тĕп больницăра прачечнăйра ĕçленĕ. Ун чухне çулĕ те такăр пулман. Пылчăкне, çил-тăмана, çумăра пăхмасăр ĕçе вăхăтра çитме васканă. Пенсие тухсан та колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă.

Халĕ Марье аппа аслă хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. Икĕ хĕрĕ Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ, икĕ хĕрĕ – ялтах. Вунă мăнукĕ тата вĕсен тăватă ачи – кукамăшĕшĕн чăннипех чун киленĕçĕ.

Хĕллехи вăхăтра Мария Георгиевна çĕвĕ машинипе хитре чăваш кĕписем , саппунĕсем çĕлет, мăнукĕсем валли чăлха-нуски çыхать. Çулла вара тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерет.

Паян килте картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: ĕни, пăрушĕ, сыснисем, чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ – ÿркенмест ĕçчен çемье.

– Халĕ ĕçлеме кăна ан ÿркен, ĕçкĕпе ан иртĕх. Патшалăх пенсие те ÿстерсех пырать. Мĕншĕн пурăнас мар çакă çутă тĕнчере; – тет Марье аппа савăнса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика