Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур салтак

29 сентября 2010 г.

Маттур салтак

Палтиел ялĕнче пурăнакан Владимир Федоровичпа Ирина Михайловна Романовсен çемйинче паян пысăк савăнăç. Вĕсен аслă ывăлĕ Андрей службăра тăракан çар чаçĕнчен – Инçет Хĕвелтухăçĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ.

Çырăва вуланă май амăшĕн куçĕсем телей куççулĕпе тулчĕç. Çĕршыва юрăхлă, ăслă-тăнлă, çирĕп сывлăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн Ирина Михайловна чĕререн савăнчĕ.

Виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ Романовсем. Асли – Андрей – салтакра. Иккĕмĕшĕ – Миша – Палтиел вăтам шкулĕн 7 класĕнче, кĕçĕнни – Никита – хатĕрленÿ класĕнче вĕренеççĕ. Ĕçченлĕхпе, тăрăшуллăхпа палăрса тăрать çак çемье. Ваттисен сăмахĕ тĕрĕсех çав:ырă, лайăх пĕрчĕрен хÿхĕм, тулли пучах пулать. Кăмăллă, ĕçчен, тараватлă çемьере çакăн пек маттур салтак çитĕннĕ.

Çар чаçĕн командирĕ Е.Тубол полковник Андрей Романов юлташĕсемшĕн чи ырă тĕслĕх пулса тăнине, ăна командирсем те, салтаксем те хисепленине палăртать.

"Хаклă Владимир Федоровичпа Ирина Михайловна!– çырать чаç командирĕ. – Сирĕн Андрей Раççей салтакĕн ятне чыслă тытать, çар вĕренĕвĕнче тата спортра малта пырать. Сире эпĕ чăн-чăн гражданин тата патриот çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тăватăп".

Эпир те, Романовсен тăванĕсемпе кÿршисем, çывăх çыннисем, Палтиел вăтам шкулĕн коллективĕпе ял поселенийĕн администрацийĕ Ирина Николаевнапа Владимир Федоровича маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тăватпăр, унпа мухтанатпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика