Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айван ашак сĕлле те тиркет..

02 октября 2010 г.

Çын сăн-сăпатне варалас, унăн мĕн пур ырă ĕçне çапса хуçса ятне ярас тесе мĕн кăна хăтланмаççĕ-ши хăшĕсем; Акă суйлав умĕн такамсем ял-ял тăрăх анонимлă листовкăсем валеçме тытăннă, вĕсене, вăрă пек, хапха çине çĕрле хĕстерсе хăвараççĕ.

Мĕн çырса тултарнă-ши хайхи хут таткин икĕ енĕпе; Район пуçлăхне тата районăн социаллă аталанăвне сура-сура ятлаççĕ листовка авторĕсем. Имĕш, начаррисĕр пуçне районта урăх нимĕн те çук. Юлашки çулсенче районта пулнă лайăх улшăнусене, Шăмăршă ячĕ республикипех ырă ĕçсемпе кĕрлесе тăнине, экономика ăмăртăвĕнче кашни çулах малти вырăнсене йышăннине мĕншĕн курмаççĕ-ши; Хулари пек илемлĕ те хăтлă больницăна, сывлăх керменне, ялсене ĕçмелли таса шыв илсе çитерессишĕн ĕçленине, асфальт çул сарнине, район администрацийĕ ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсене аталантарассишĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерессишĕн тăрăшнине, ытти ырă ĕçсене мĕншĕн асăрхамаççĕ;

Çук, кураççĕ вĕсене, асăрхаççĕ "тĕрĕслĕхшĕн çунакан" кĕвĕç чунлă çынсем, анчах листовка авторĕсен тĕллевĕ урăхла-çке: суйлав умĕн район пуçлăхĕсем çинчен элек сармалла.

Анчах халăха хывăхпа улталаймăн, элекçĕсем хыççăн каймастех. Айван ашак сĕлле те тиркет, теççĕ Хĕвел тухăçĕнчи ăсчахсем. Чăвашсем урăхларах калаççĕ: тиркекене – тирĕк тĕпĕ. Çапла мар-и, ентешĕмсем?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика