02 октября 2010 г.
Районта хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 шкул ĕçлет. Вĕсенчен 4-шĕ – вăтам, 5-шĕ – тĕп, пĕри – пуçламăш пĕлÿ паракан шкулсем, 2-шĕ – пуçламăш шкул-ача сачĕ. Шкулсенче пурĕ 184 учитель тăрăшать. Вĕсен 11 проценчĕ – аслă, 39 проценчĕ – пĕрремĕш, 26 проценчĕ иккĕмĕш квалификаци категорийĕсене тивĕçнĕ.
Шкулсенче 20 çул тата ытларах ĕçлекен педагогсем – 121ĕн. Учительсен 6 проценчĕ – шкулта 5 çул таран ĕçлекен çамрăк специалистсем. Хăйсен ĕç результачĕ тата професси ăсталăхĕ тăрăх 2010 çулта З.И. Свеклова тата Ю.Ф. Ермолаев Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне (50 пин тенкĕ) тивĕçни района илем кÿрет.
Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе ĕçлеме хатĕрленсе кăçал октябрь уйăхĕнче районти пуçламăш классен учителĕсем Шăмăршăри вăтам шкулта, Шупашкарти вĕрентÿ институчĕн преподавателĕсем пулăшнипе, хăйсен квалификацине ÿстерĕç. Çак стандарт педагогикăра çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме хистет.
2011 çулхи январьтен пуçласа учительсене çĕнĕ йĕркепе аттестацилеме пуçлаççĕ. Çавна май професси ăсталăхне ÿстерсе пырасси пирки учительсен паянах шутламалла.
Ĕçре яланах çĕннине шыракан, хальхи технологисене алла илсе пыракан, професси пĕлĕвне ÿстерме тăрăшакан, суйласа илнĕ профессие чунтан юратакан учительсене нимле йывăрлăхсем те хăратса тăраймĕç. Пур вăйран малалла талпăнсан палăртнă тĕллеве пурнăçлама пулатех.
Сăмахăма вĕçленĕ май, районти педагогсене Учитель кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче ăнăçу сунатăп. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те шкулта чăтăмлăн ĕçленĕшĕн тав туса, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунса, професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.