Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе сумлă, чунĕпе илемлĕ...

02 октября 2010 г.

"Ирĕк пулсан, вĕрентекене чысласа палăк лартнă пулăттăм. Унра – этемлĕх малашлăхĕ", – тет ман пĕлĕшĕм. Çак сăмахсем çумне мĕнех хушса калайăн... Чăн-чăн вĕрентекенпе паллаштарас кăмăл вара яланах пур. Сăмахăм Палтиел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.М. Емдиханова пирки.

Пĕр çĕрте ĕçленĕрен, иксĕмĕр те тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ пулнăран, ĕмĕт-тĕллев те пĕрешкел. Асия Миннехановна маншăн яланах ĕç маякĕ вырăнĕнче. Уçă урок е предмет эрни ирттермелле – и, е килти ĕç-пуçа сÿтсе явмалла-и – ĕçтеш тивĕçне те, юлташ пулăшăвне те туятăн унран. Ĕмĕр тăршшĕпех чун туртнă ĕçре вăй хураканскер, коллективра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ А.М. Емдиханова. Чăваш Республикинче яланлăхах тĕпленнĕскер, тутар ачисене тăван чĕлхе пуянлăхне туйма, халăхăн йăли-йĕркине ăша хывма таса чунтан пулăшать.

Шутлама та пултарайман, паллах, Тутарстанри Балтасинск районĕнчи Карилено ялĕн хĕрĕ аякри Чăваш çĕр-шывĕ уншăн тăван кĕтес пулса тăрасса. 1954 çулхине çут тĕнчене килнĕскер, тантăшĕсемпе пĕрле ялти шкула чупнă. Юратнă вĕрентекенсен кашни сăмахне ăса илсе, вĕсен çулĕпе кайма ачаранах тĕв тытнă. Пĕве кĕрсен ашшĕ-амăш пилĕпе Арскри педагогика училищинче ăс пухнă, 1973 çулта ĕç биографине пуçланă. Ниçта та мар, Палтиел вăтам шкулне янă ăна. Унтанпа паянхи кунччен çамрăк ăрăва пĕлÿ парассишĕн тимлет Асия Миннехановна Емдиханова. Малтанхи виçĕ çул пуçламăш классене вĕрентнĕ вăл. Каярах вăтам классене вырăс чĕлхипе литератури вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă. Ăс-хакăла çутатмашкăн, ĕçленĕ хушăрах Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литератури тата тутар чĕлхипе литератури факультечĕсенче пĕлĕве ÿстернĕ.

Хăйĕнчен çирĕп ыйтаканскер, ачасене те çине тăрсах вĕренме хистет. Çĕнĕ технологипе усă курса йĕркеленĕ уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем А.М. Емдиханова вĕренекенĕсемшĕн кăсăклă. Ÿсĕмĕ те сахал мар.

Юлашки çулсенче акă тутар чĕлхипе тата литературипе йĕркеленĕ олимпиадăсенче Палтиел вĕренекенĕсем пысăк çитĕнÿ турĕç. Айсылу Азизовăпа Ландыш Сейфутдинова акă республикăра 2-3 вырăнсене çĕнсе илчĕç. Равиль Хакимовпа Данис Камалтдинов регионсен шайĕнче тупăшма та хăват çитерчĕç. Гульнара Билалова вара – республика çĕнтерÿçи, регион шайĕнчи призер. Савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур. Тĕлĕнмелле, Асия Миннехановнăн мухтанас – курнăçланас йăла çук. Ĕçченрен те ĕçчен вăл, сăпайлăран та сăпайлă. Çавăнпах пуль, унпа ачасем те, ĕçтешсем те пĕр чĕлхере. Çак вăтам кĕлеткеллĕ хĕр арăмра хăй патне туртакан темле вăй пур. Чуна канăç кÿрекен хăмăр куçсем, тÿрĕ сăмса, кулăпа вылякан пĕчĕк çÿхе тута кĕре ÿтлĕ сăнне ăшпиллĕх кÿреççĕ. Аслă юлташăмăр çине пăхсан ырăран та ырă пулас килсе каять. Ун сассине илтсен кичемлĕх сирĕлет: вăл лăпкă та ăшă туйăмлă. Сăмах май, А.М.Емдиханова – шкулти тата ялти пултарулăх коллективĕсен хастар членĕ. Илемлĕ вулассипе тата юрлассипе ăна çитекен çук та пуль. Вĕренекенсем те Асия Миннехановнăран юлмаççĕ: час-часах зонăри тата республикăри илемлĕ вулакансен конкурсĕсене хутшăнаççĕ.

Ĕçне кура хисепĕ. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тата вĕрентÿри çитĕнÿсемшĕн А.М. Емдиханова "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" ята тата икĕ хутчен Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Грамотине тивĕçнĕ.

Пуян чун-чĕреллĕ çыннăмăр ял çинче те, çемьере те чыслă. Мăшăрĕпе Гатият Идиятулловичпа килĕшÿпе татура пурăнать. Виçĕ ача çуратса ÿстерчĕç вĕсем. Пурте çемьеллĕ, пурнăç тĕллевне тупнă. Асли – Ильнур тĕп килте, вахта мелĕпе Мускавра вăй хурать. Ильмира Хусанти пĕр аптекăра тăрăшать. Ильмир Мускавра çемье çавăрнă. Емдихановсен ачисем, виçĕ мăнукĕ, хăйсем пекех, йĕркеллĕ. Палăртни вырăнлă, Асия Миннехановна хунямăшне – Гельмизиан аппана 98 çула çитмелĕх чунтан сума суса, чăтăмлăн пăхрĕ. Пĕрле пурăнакан кинĕшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Çапла, ят-сум вĕрентекеншĕн ĕçре çеç мар, халăх хушшинче те, çемьере те кирлĕ. Унсăрăн "ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçмĕ". А.М. Емдихановăран вĕренмелли чăннипех те нумай.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика