02 октября 2010 г.
Чăваш чĕлхипе литература учителĕсен творчествăлла тата профессилле ăсталăхне уçса парас тĕллевпе çак кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕн актовăй залĕнче районти конкурс иртрĕ.
Чăвашсен илемлĕ кĕпе-тумтирне тăхăннă, тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ 10 педагог вăй виçрĕ сцена çинче. Пĕр-пĕринпе черетленсе вĕсем К.В.Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминчи тĕрлĕ сыпăксене пăхмасăр, чун хавхаланăвĕпе, чĕре хĕрÿлĕхĕпе вуларĕç. Учительсенчен кашниех произведенири ÿкерчĕксене залри халăх умне чĕррĕн кăларма, вăл е ку сăнара витĕмлĕн те чылайлăха асра юлмалла уçса пама тăрăшрĕ. Çавна май мероприятие пухăннă вĕрентекенсемпе вĕренекенсем сцена çинчи кашни учителĕн пултарулăхне пысăк сума хурса тăвăллăн алă çупрĕç. Пуянкассинчи Людмила Петровнапа Владимир Петрович Красновсем Нарспипе Сетнер тĕл пулăвне сăнланине те ăшшăн йышăнчĕç вĕсем.
Жюри кашни педагогăн ăсталăхне тивĕçлĕ хак пама тăрăшрĕ. Пĕр сасăллăн пулса, вăл Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти Г.В. Уськина учительницăна пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕ. Л.А.Семеновапа Н.П. Петрова (Шăмăршă вăтам шкулĕ) иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
З.И.Свекловапа (Палтиел вăтам шкулĕ) Г.В. Кузьмина (Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ) виççĕмĕшсем пулчĕç.