Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун çаплах шкула туртать

02 октября 2010 г.

Учитель, тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, чунĕпе халĕ те вĕрентекенех. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсен çамрăксене каласа памалли темĕн чухлех – вĕсен пуян ĕç опычĕ паян та вырăнлă, усăллă.

Ветеран тени çын ватă тенине пĕлтермест: çакнашкал çынсем, нумай çул хыçа хăварнă пулин те, кун пурнăçĕпе пурăнаççĕ, хăйсене халĕ те шкулта ĕçленĕнех туяççĕ. Шкулсенчи ырă улшăнусем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен ăнăçăвĕсем чунтан савăнтараççĕ вĕсене, çитменлĕхсем пулсан вара чунтанах пăшăрханаççĕ.

Çамрăклăх – илемлĕ вăхăт. Çак тапхăрта çын хăй ватăласси пирки питех шухăшласа та каймасть: пĕтĕм пурнăç унра-çке, темĕн те туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Анчах çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕсем пуриншĕн те пĕр: пурте – вăхăтлăх кăна. Çавăнпа, ман шутпа, хальхи çамрăк учительсен педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе куллен тачă çыхăнса ĕçлемелле. Вĕсенчен вĕренмелли темĕн чухлех. Пĕр сăмахпа, шкулсен коллективĕсен тивĕçлĕ канури учительсене манса каймалла мар, вĕсемпе ваттисен кунĕнче çеç курса калаçни çителĕксĕр. Мĕн пăшăрхантарать вĕсене, мĕскер канăç памасть; Ку ыйтусем кулленхи тимлĕхре пулмалла. Ăçта мĕнле пулĕ те, хам малтан чылай çул ĕçленĕ Шăмăршăри вăтам шкулта тахçанах ырă йăла пурнăçа кĕнĕ: ветеран-педагогсем çумне уйрăм классене çирĕплетнĕ. Ачасем вĕсем патĕнче тăтăшах пулаççĕ, тĕрлĕ ĕçсенче пулăшаççĕ. Ватăсемшĕн вĕсемпе тĕл пулса калаçни те пысăк савăнăç-çке-ха. Кун пек чухне хамăр та ачана çаврăнатпăр тени те йăнăш мар. Тавах шкул дирекцине, ачасене, пирĕн пек ватăсене манса кайманшăн.

Шкулта иртекен тĕл пулусене, тĕрлĕрен мероприятисене йыхравлани те савăнтарать. Чĕннĕ çĕре вара каясах килет. Халĕ хам вĕрентнĕ ачасем те чылайăшĕ хăйсем вĕрентекенсем, хăшĕсем тăван шкултах ĕçлеççĕ. Вĕсемпе те хаваспах тĕл пулатăп, вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика