06 октября 2010 г.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче РФ Спорт, туризм тата çамрăксен политикин министерствипе тата Чăваш Республикипе физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе пĕрле килĕштерсе ĕçлес енĕпе Килĕшÿ тунă.
«Раççей Федерацийĕн субьекчĕн ертÿçи – вăл тин кăна ĕçлеме пуçларĕ-ха – физкультурăпа спорта, туризма тата çамрăксен политикине аталантарассине тĕп тĕллев тесе шухăшлать тĕк, ку – кăмăллă пулăм. Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республики – физкультурăпа спорта аталантарас , çавăн пекех вĕсене халăхра сарас тĕлĕшпе те, спортра пысăк çитĕнÿсем тăвас енĕпе те Раççейре малтисен ретĕнче", – палăртнă Виталий Мутко ĕçлĕ калаçура.
"Килĕшĕве хаваспах алă пусатăп, физкуьтурăпа спорта аталантарассине чакармалла мар, пачах урăхла – çак ĕçе хăвăртлатмалла, пултаруллă спортсменсене хатĕрлемелле тесе шухăшлатăп", – шантарнă Михаил Игнатьев.
Килĕшÿре спортăн енĕсене аталантарас, спортăн инфратытăмне лайăхлатса çынсен сывлăхне çирĕплетес, массăллă спорт вăййисене сарас тата пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарас, Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ спорт командисем валли çĕнĕ базăсем тăвас тата киввисене юсас енĕпе пĕрлехи вăйсене ÿстерме палăртнă.
Тĕп пулура çавăн пекех РФ Пашалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев хутшăннă. Калаçу вăхăтĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче Чăваш Енре резерв хатĕрлессипе, республикăра Олимп вăййисене хатĕрлекен центр туса хурассипе, федерацин "Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе, туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Тĕл пулу вĕçĕнче Виталий Мутко Чăваш Ен ертÿçине тав тунă май çапла каланă: "Эпĕ Чăваш Енĕн çĕнĕ Президенчĕпе пĕр шухăшлă пулнăшăн питĕ кăмăллă".