06 октября 2010 г.
Тăван çĕр-шыва сыхласси – хисеплĕрен те хисеплĕ тивĕç. Салтакра пулман арçын – арçын мар тесе ахальтен мар каланă пулĕ. Хăшĕсем, срокра службăра тăнисĕр пуçне, хăйсен малашнехи пурнăçне ĕмĕрлĕхех çарпа çыхăнтараççĕ. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Чукал çамрăкĕ С. Сарандаев.
Шкулта та лайăх вĕреннĕ Сергей. Алла аттестат илнĕ хыççăн йĕкĕт нумай шухăшласа тăман, тÿрех Хусана çул тытнă, артиллерист офицерсем хатĕрлекен аслă çар училищинчен питĕ ăнăçлă вĕренсе тухса кăçал хул пуççисем çине лейтенант пакунĕсене çакрĕ.
Тăван килте отпускра пулнă хыççăн С.Сарандаев лейтенант çемйипех служба вырăнне – Чита облаçне тухса кайрĕ.
Ывăлĕшĕн ашшĕпе амăшĕ те савăнаççĕ. Ял-йыш та ăна служба карьерипе ăнăçлă хăпарса пыма ырă сунать. Шăмăршă районĕнчен хальлĕхе пĕр генерал çеç тухнă пулсан, малашне вĕсен йышĕ ÿсес шанăç та çук мар. Мĕншĕн тесен, кашни салтаках генерал пулма ĕмĕтленет вĕт. Офицерсем – пушшех те...