06 октября 2010 г.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн çамрăк тусĕсем чăннипех йышлă. Кăçал та, нумаях пулмасть, йăлана кĕнĕ йĕркепе, вĕсен черетлĕ слечĕ пулса иртрĕ. Тĕрлĕрен вăйăсемпе, конкурссемпе пуян пулчĕ вăл. Слетăн тĕп тĕллевĕ – ачасене çут çанталăка юратма хăнăхтарасси, унăн пуянлăхĕсене килес ăрусем валли сыхласа хăварма вĕрентесси.
Командăсем тăхăр тапхăрта ăмăртрĕç. Вун виçĕ асамлă çăра уççине шыраса тупасси пĕрре те ансат мар иккен.
Çавăнпах ĕнтĕ кашнинех питех те тимлĕ пулма, хăйĕн тавракурăмĕпе тавçăрулăхне кăтартма тиврĕ. Вăй хуни, тăрăшни вара ахаль мар: тупнă уçăпа ятарлă арчана уçма пулать, унта – парне. Ку тĕлĕшпе, тÿрех каламалла, Патăрьел районĕн команди чи маттурри пулчĕ.
Çав вăхăтрах Шăмăршăри вăтам шкулти волонтерсем командăсен ертуçисемпе экологи вăййисем ирттерчĕç.
Туристсен юррисем те чуна пырса тивмелле шăранчĕç. Слетра çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ туссем тупрĕç, малашне те çыхăну тытма шантарчĕç.
Çĕнтерÿçĕсем, яланхи пекех, Хисеп грамотисемпе хаклă призсене тивĕçрĕç.
Слета ирттерме Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружинин членĕсем те пысăк пулăшу пачĕç, ăмăртусемпе конкурссене, вăйăсене йĕркелеме тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсемпе, меслетсемпе усă курчĕç.