06 октября 2010 г.
Эпир пуян çĕр-шывра пурăнатпăр: çĕр айĕнчи пурлăх та, вăрманĕ те, пулăхлă тăпраллă çĕр те çителĕклĕ. Çав вăхăтрах аталаннă çĕр-шывсене ниепле те хăваласа çитейместпĕр. Яппунсене, китайсене илер-ха. Пĕрисем утравсем çинче пурăнсах тĕнчене чи çÿллĕ шайри технологисемпе тĕлĕнтереççĕ. Тибет таврашĕнчи халăх йышĕпе Раççейринчен икĕ хут нумайрах пулин те пире хăярпа, помидорпа тивĕçтерме те пултарать. Тĕлĕнмелле мар-и; Сÿрĕкленсе, черкке тĕпне анса пырать халăхăмăр. Çакна республика тĕп больницинчи Н.С. Иванов наркологпа калаçнă чухне тата вăйлăрах туйса илтĕм.
"Çын организмĕнче 0,01 промиль алкоголь пур. Çак виçе ÿт-пÿ ыйтакан нормăпа пĕр килет. Кунне 40 грама яхăн таса алкоголь ĕçни хăрушах мар, анчах эрех-сăрапа ытларах туслашни алкоголизм тĕнчине тÿрремĕнех илсе çитерет", – терĕ вăл, унтан спирт продукцийĕн тавар çаврăнăшĕпе паллаштарчĕ. Статистика тăрăх вăтамран Раççейри пĕр çын нормăпа пăхнинчен 6 хут (600 процент) ытларах ĕçет. Ку – официаллă цифра. Анчах лаçра сăмакун юхнине, путвалта техника спиртĕнчен наркăмăшлă шĕвек хатĕрленине, кантăк тасатмалли, сăрра ямалли спиртлă шĕвексене те уяса тăманнине шута илсен чăваш халăхĕ пысăк хăрушлăхра пулни каламасăрах паллă. Алкоголе пула этем нĕрсĕре тухать, ĕçне çухатать, çемйи арканать, пепкисем ачалăх телейĕсĕр ÿсеççĕ...
Район центрĕнче килпетсĕр ÿкерчĕксем курса пăшăрханатăп. Акă пичĕ хăрăмпа вараланнă вăтам çулсенчи хĕрарăм, виçĕ ача амăшĕ, пĕр черкке ярса пама ыйтса килрен киле çÿрет. Е тата ашшĕ те, амăшĕ те ĕçнĕрен ăс-тăн аталанса çитеймен ачасем çурални сахал-и;
Хĕрĕх çулти арçын пумилккерен пĕр кĕленче эрех хĕстерсе тухнă, ăна çул çинчех ĕçсе янă. Килне 70 метр çитеймен – тарăн çырмана ÿксе вилнĕ.
Хăрушă çак тĕслĕхсем хытах шухăшлаттараççĕ. Пурнăçа аркатакан сиенлĕ йăлапа сăмахпа мар (ытларах çапла пулса тухать), ĕçпе кĕрешесчĕ.