Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксене сăнасах тăратпăр

09 октября 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев август уйăхĕнче Шăмăршă районĕнче пулнă вăхăтра муниципалитсен нушисем валли тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чух хăш-пĕр çитменлĕхсем пуррине палăртнăччĕ.

Уйрăммăн илсен, Шăмăршăри сывлăх учрежденийĕ кăçал суту-илĕвĕн вăтам хакĕнчен 6431 тенкĕ ытларах тÿлесе апат-çимĕç продукчĕсем туяннă. Çак суммăна тĕрĕслÿ хыççăн çийĕнчех кассăна хывнă. Çав вăхăтрах учреждени 29 тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсене Чăвашстат кăтартăвĕсенчен йÿнерех хакпа туяннине ырламалла, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта эффективлăх 18 процентпа танлашнă.

Тата тепĕр тĕслĕх: районти вĕрентÿ учрежденийĕсен нушисем валли кăçал республикăра çирĕплетнĕ вăтам хакран 16147 тенкĕ ытларах тÿлесе апат-çимĕç продукчĕсем туяннă. Асăннă суммăна Шăмăршă районĕн бюджечĕн тупăшĕ валли тÿлесе татнă.

Август уйăхĕнче муниципалитет заказчикĕсемпе ирттернĕ калашлура апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чух бюджет эффективлăхĕшĕн тăрăшмаллине палăртрăмăр. Çавăн пекех тĕрлĕ харпăрлăхри суту-илÿ предприятийĕсен ертÿçисене те апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме юраманни çинчен асăрхаттарнă.

Хальхи вăхăтра районта муниципалитет нушисем валли апат-çимĕç продукчĕсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министерстви сĕнекен хаксемпе çеç туянаççĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕ кашни эрнерех суту-илÿ точкисенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ продуктсен хакĕсен мониторингне ирттерет, ăçта та пулсан хаксене сăлтавсăрах ÿстерни палăрсан çийĕнчех мерăсем йышăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика