09 октября 2010 г.
Республикăри сывлăх учрежденийĕсем кăçалхи сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курманшăн бюджета тавăрса панă:
Патăрьел районĕнче – 51,79 пин тенкĕ, Комсомольски районĕнче – 13,34 пин тенкĕ, Çĕмĕрле районĕнче – 25,5 пин тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулипе – 22,1 пин тенкĕ.
Бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курманшăн Елчĕк район больницин тĕп врачне, Çĕмĕрле хула администрацийĕн сывлăха сыхлас ĕç пайĕн пуçлăхне ĕçрен хăтарнă.
Бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курманшăн республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсем 610,594 пин тенкĕ, сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем 913,454 пин тенкĕ бюджета тавăрса панă.