Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесем ăмăртрĕç

09 октября 2010 г.

УЧИТЕЛЬСЕН çулне халалласа нумаях пулмасть районта çамрăк педагогсен конкурсĕ (çемье членĕсенчен пĕри – учитель) иртрĕ. Мăшăрсем çак конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартса пачĕç.

Жюри членĕсем çамрăк çемьесене тĕрлĕ номинацисем тăрăх пăхса хакларĕç. Алексейпе Оксана Красновсем (Пуянкасси ял поселенийĕ) – "Çемьен чи лайăх презентацийĕ", Сергейпе Галина Поляковсем (Васан ял поселенийĕ) – "Ачасем – пурнăç чечекĕсем", Юрийпе Елена Угаринсем (Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕ) – "Чăваш Ен – манăн чĕремре", Андрейпе Татьяна Воробьевсем (Анат Чаткас ял поселенийĕ) – "Юрату формули" номинацисенче палăрчĕç.

Республикăри çамрăк учительсем хушшинче çемье конкурсне çак кунсенче Шăмăршă ял поселенийĕнчи Владимирпа Ирина Кудряшовсем ("Юрататпăр чунтан хамăрăн Чăваш Ене" номинацире) тата Андрейпе Елена Убасевсем ("Пĕчĕккинчен пуçласа асли таранах" номинацире) хутшăнчĕç, тăван района чыслăн хÿтĕлерĕç.

Çамрăк çемьесен конкурсне çитес çул та ирттерме палăртнă. Малашне унта çамрăк мăшăрсем йышлăрах хутшăнасса, районта çеç мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнасса шанас килет. Тăрăшсан, çитĕнÿ пулатех!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика