09 октября 2010 г.
ВĔРЕНЕКЕНСЕН производство бригади – шкулти 10 класс вĕренекенĕн вĕренÿпе воспитани ĕçĕн тĕп шăнăрĕ. Хĕрсемпе яшсем виçĕ эрне хушши аслисене ку е вăл ĕçпе пулăшаççĕ, професси суйласа илес тĕлĕшпе татăклă утăм тăваççĕ.
1996 çултанпа ĕçлет Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен производство бригади. "Бригантинăн" ĕçĕ-хĕлĕ тăватă юхăмпа çыхăннă: Палтиел лесничествине кĕрекен вăрмана "çĕнетесси", шкула тирпей-хăтлăх кÿресси, яла тирпей-илемре тытасси, "Мир" ЗАОна пулăшасси.
Вуннăмĕшсем çулсеренех умри тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Вуншар гектар вăрман çĕрĕ çинче çамрăк хунав лартса хăвараççĕ. Пĕлÿ çуртĕнче юсав ĕçĕсене тăваççĕ, ун таврашĕнче тасалăха-илемлĕхе тытса тăраççĕ, ял тăрăхĕнчи обществăлла вырăнсене çÿп-çапран тасатаççĕ, çулсен хĕррипе йывăç лартаççĕ. Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене чысласа лартнă палăка пăхса тăрасси, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене кулленхи ĕçсенче пулăшасси – вĕсен тĕп тивĕçĕ. Тăван "Мир" хуçалăха çĕр улми пухма пулăшаççĕ.
"Бригантина" тăтăшах район тата республика шайĕнче йĕркелекен производство бригадисен ăмăртăвне хутшăнать. 2004-2009 çулсенче тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене йышăннă бригада кăçал та пысăк ăнăçусем турĕ.
35 вĕренекенрен йĕркеленĕ производство бригади хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. 10 "а" тата 10 "б" класс ертÿçисем З.И.Свекловăпа А.В. Чайкина, шкул лесничествин ертÿçи Т.П.Константинова, лагерь начальникĕ С.Р. Сандркина ĕçе йĕркелесе пынипе вăрманти 61 гектар çинчи çамрăк хыр хунавĕсем çум курăкран тасалчĕç. "Бригантина" йышĕн çур пайĕ – тулли мар çемьесенчи, сахал тупăшлă çемьесенчи яшсемпе хĕрсем; "йывăр" ачасем те пур. Пурте хăйсене ыттисемпе тан туйрĕç, çемье бюджетне хăйсем ĕçлесе илнĕ укçапа пуянлатни пурне те савăнтарчĕ. Тĕрĕссипе, бригада çулталăк тăршшĕпех ĕçлерĕ. Ялти 19 урампа тăкăрлăка çÿп-çапран тасатни, тăван шкула юсав ĕçĕсенче пулăшни – аслисене кÿнĕ сисĕмлĕ пулăшу.
Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа ирттернĕ мероприятисем те паллă вырăн йышăнаççĕ. "Вăрçă ачисемпе" – М.А. Кузьминăпа, А.А. Долговăпа йĕркеленĕ тĕл пулу яланлăхах асра юлĕ. Смоленск таврашĕнче аслашшĕн А.И. Федоров рядовойăн халь тупăннă юлашкийĕсене тăванлăх масарне пытарма хутшăннă Н.Г.Долговăн видеосюжетпа çыхăнтарнă калаçăвĕ çамрăксен чĕри витĕр тухрĕ. Çĕр-шывшăн вăй-хала, ăс-хакăла шеллемелле маррине тепĕр хут ăнланчĕç вĕсем.
Патриотизмла юрăсен фестивалĕнче "Соло", "Дуэт", "Трио" наминацисенче И.Зайцев, В.Долгов, П.Токмаков район шайĕнче малти вырăнсене йышăнма ăсталăх çитерчĕç.
"Çĕр çинчи илемлĕхе çăлатпăр!" девизпа ĕçлекен "Бригантинăн" ĕçĕ-хĕлĕ куç тулли, – пурне те асăнса пĕтереймĕн. Районта "Чи лайăх производство бригади" ята тивĕçнĕскер, Палтиелĕнчи "Бригантина" республикăри производство бригадисен фестивальне те хутшăнчĕ. Савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур! "Производство бригадин ĕçне йĕркелекен чи лайăх учреждени – шкул" номинацире – 1-мĕш, çут çанталăк парнисенчен йĕркеленĕ выставкăпа – 2-мĕш, вăйăсен станцийĕсенче ăмăртса – 3-мĕш вырăнсене йышăнма хăват çитерчĕ. Республикăри 30 бригада хушшинче ку. Çÿлерех асăннă юрăçсен "Ты неси меня, река" юрра куракансем ăшшăн йышăннине асăнмасăр та май çук.
"Бригантина" тунă ĕçсемпе лăпланмасть, палăртнă тĕллевсем нумай-ха унăн. Ăнăçу сунмалли çеç юлать ăна.