09 октября 2010 г.
Ветерансем, пенсионерсем, ватăсем... Вĕсем хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре çаврăннă, тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйсен специальноçĕпе чăтăмлăн ĕçленĕ. Вăхăт талпăнăвĕнче çулсем сисмесĕрех хыçа юлаççĕ, ачасем ÿссе çитĕнсе çемье çавăраççĕ, чуна ăшăтакан мăнуксем çуралаççĕ. Хĕр пĕрчисемпе ывăл тĕпренчĕкĕсем аслашшĕ-кукашшĕне, асламăшĕ-кукамăшне çĕнĕ вăй-хăват парса тăраççĕ, чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма хавхалантараççĕ.
Пенсире пулсан та, ветерансем килте ал усса лармаççĕ: кил-хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, мăнуксене ĕçе явăçтарса, ăс парса, вĕсене хăйсем пекех ĕçчен те сăпайлă çынсем туса ÿстерме пулăшаççĕ. Çитĕнекен ăрушăн ветерансем çемьере ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ "Манăн асатте" ("Манăн кукаçи") конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Çак темăпа эпир ачасенчен тĕрленчĕксем (сочиненисем) кĕтетпĕр. Ял-йышра ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăракан çынсем пирки вуласа пĕлме ыттисене те интереслĕ пулĕ. Творчество ĕçĕнче ачасен хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн кун-çулĕпе, ĕç биографийĕпе паллаштармалла, вĕсене мĕнлерех наградăсемпе чысланине çырса кăтартмалла.
Ачасен сочиненийĕсене кăçалхи декабрĕн 10-мĕшĕччен йышăнатпăр. Декабрĕн 15-мĕшĕнче вара хаçатра çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр. Сочинение илемлĕ те тулли содержаниллĕ çырнă ачасене хаçат редакцийĕ Дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарĕ.
Творчество ĕçĕсене, конвертпа янисĕр пуçне, тус-пĕлĕш, тăвансем, кÿршĕсем урлă та редакцие çитерме пулать. Электронлă почтăпа та усă курма май пур (адресĕ – хаçатăн юлашки страницинче, аялта).
2011 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 9-мĕшĕччен вара редакци "Манăн асанне" ("Манăн кукамай") конкурс ирттересси пирки пĕлтерсе хурать. Ачасен творчество ĕçĕсен кăтартăвĕсене мартăн 12-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетĕпĕр, çĕнтерÿçĕсене палăртăпăр.
Сирĕн тĕрленчĕкĕрсене ырантанах кĕтме пуçлатпăр эпир, хаклă ачасем.