Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана – экскурсие

09 октября 2010 г.

Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче пĕчĕккисене вăрмана экскурсие илсе каяссине яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ара, вăрман – пирĕн çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ-çке, тăван тавралăхăн илемĕ. Çакнашкал экскурси пĕчĕккисене экологи воспитанийĕ парассинче хăйне евĕр интереслĕ те пуян содержаниллĕ заняти пулса тăрать. Çут çанталăк илемĕ ачасен чун-чĕринче эстетика туйăмĕсене аталантарма пулăшать. Пĕрлех вăрманти уçă сывлăш тата активлă хускану сывлăха та çирĕплетет.

Вăрмана экскурсие каясси çинчен пĕлтерсен садикри пĕрремĕш вăтам ушкăнри ачасем питĕ савăнчĕç. Часах пуçтарăнса çула тухрăмăр.

Тăван вăрмана кĕрсенех пĕчĕккисен чун-чĕринче савăк туйăмсем çĕкленчĕç. Сарă, хĕрлĕ, хăмăр, кĕрен çулçăллă йывăçсем, симĕс лăсăллă яштака хырсем çине ачасем киленсе пăхрĕç. Çулçăсем вĕлтĕртетсе тăкăннине, çĕр çине ÿксе хитре кавир евĕр курăннине те савăнса сăнарĕç. Хăйсене килĕшекен чи илемлĕ çулçăсене пĕчĕккисем гербари валли пуçтарчĕç.

Экскурси ачасене питĕ килĕшрĕ. Каялла таврăннă чухне те, ача садĕнче те вĕсем пĕр-пĕрне пÿле-пÿле вăрманта хăйсем курнă интереслĕ пулăмсем çинчен калаçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика