Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафета хĕрÿ иртрĕ

09 октября 2010 г.

Пăчăрлă ПашьелĔнчи вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетекен спорт ăмăртăвĕсем час-часах йĕркелеççĕ. Çак кунсенче вĕренекенсен çăмăл атлетика эстафети иртрĕ, кĕçĕн классем хушшинче пĕрремĕш вырăна тăваттăмĕшсем тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – виççĕмĕшсемпе иккĕмĕшсем. Вăтам классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿ саккăрмĕшсенче пулчĕ. Вĕсем хыççăн финиша çиччĕмĕшсемпе улттăмĕшсем çитрĕç. Аслă классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан тăххăрмĕшсем вĕçлесе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. 11"а" класпа вуннăмĕшсен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе çырлахма тиврĕ.

Шкулта малашне те çакăн пек ăмăртусем тăтăшах пулĕç. Вĕсене ачасем хастар хутшăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика