Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир вĕçленнĕ ачалăх

13 октября 2010 г.

ВĂРÇĂ... Мĕн тери хăрушă та ылханлă вăл. Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ алхасма пуçланă вăхăтра эпĕ, Шăмăршă хĕр ачи, вун пĕр çулта пулнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ манăн чĕремре ĕмĕрлĕхех чи хăрушă кун пек вырнаçса юлчĕ. Çак кун хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăчĕ, тÿпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмастчĕ. Кĕскен каласан, вăрçăн вут-тĕтĕмĕ пирки нимĕн те систерместчĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕнче эпир аннесемпе пĕрле хамăрăн "Труженик" колхозăн уйĕнче вир çумлаттăмăр. Кăнтăрлахи апата килсен пирĕн çĕршыва фашистла Германи çарĕсем тапăнса кĕнине, хаяр вăрçă пуçланса кайнине пĕлтĕмĕр. Шăмăршăри Советская (хальхи Космовский) урамĕнче, Культура çурчĕ (халĕ унта ватăсем пурăнакан стационар вырнаçнă) çумĕнче халăх питĕ йышлă пухăннăччĕ. Митингра ватти-вĕтти те, хĕрарăмсем те, фронта тухса кайма хатĕрленнĕ, çурăм хыçне кутамкка çакнă арçынсем те нумайăнччĕ. Айккинче лаша лавĕсем, тракторсем, груз турттаракан 2 автомашина тăратчĕ. Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн кĕпĕрленнĕччĕ: вĕсем вырăсла, чăвашла, тутарла, ирçелле калаçатчĕç. Хăшĕсем, тăванĕсене фронта ăсатакансем, йĕретчĕç, теприсем юрлатчĕç, виççĕмĕшсем, купăс каланă май, ташлатчĕç. Парти райкомĕнче ĕçлекен çын сăмах калама пуçласан пурте шăпăртах пулчĕç. Вăл питĕ хĕрÿллĕн калаçрĕ, Совет çарĕсем гитлеровецсене тĕппипех çапса аркатассине çирĕппĕн татса каларĕ.

Юнашар вырнаçнă шкул çуртĕнче (ăна 2004 çулта ишрĕç) медицина комиссийĕ пыратчĕ. Комисси витĕр тухнă арçынсене лаша лавĕсем, автомашинăсем çине лартса Канашри чукун çул станцине ăсатрĕç. Трактористсем хăйсен тракторĕсемпех тухса кайрĕç...

Вăрçă пуçланнипе пĕрлех пирĕн ачалăх та вĕçленчĕ. Çитĕннисемпе пĕрлех, пирĕншĕн те йывăр та асаплă ĕç çулĕсем пуçланчĕç.

Темиçе уйăхранах вăл е ку арçын фронтра паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине пĕлтерекен "хура хутсем" килме пуçларĕç. Урамсемпе иртсе çÿренĕ вăхăтра вăл е ку çуртра çын татăлса йĕнине илтсен тÿрех ăнланаттăмăр: çак киле чуна ыраттаракан хыпар çитнĕ.

Тăшман çарĕсем пирĕн Тăван çĕршывăмăра шалтан-шала кĕрсе-çĕмĕрсе пынă май, гитлеровецсем йышăннă хуласемпе ялсенче çынсем пинĕ-пинĕпе шалти тыла тара-тара килнĕ. Эвакуаци йĕркипе Шăмăршăна тĕрлĕ наци çыннисем килме пуçларĕç. Вĕсем çине пăхсан чĕре çурăлатчĕ: чылайăшĕ сивĕ çанталăкра та çиелти кĕпе вĕççĕн кăначчĕ. Нимĕн çимели те, укçи-тенки те çукчĕ вĕсен. Эвакуацилленĕ çынсене пурне те ăшшăн йышăннă, вĕсене килĕрен хваттере вырнаçтарнă. Кил-йышра вĕсемпе пур-çук апата пĕрле пайланă, ăшă кĕпе-тумтирпе тивĕçтернĕ.

Вăрçă малалла тăсăлнă май, ялтан арçынсене, каччăсемпе хĕрсене ытларах та ытларах фронта ăсатса тăчĕç. Чылайăшĕ фронта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Манăн аттене Илья Иванович Тарасова, унпа пĕртăвансене – Григорийпе Николая – вăрçа кайма повестка пачĕç. Колхозра ватăсемпе хĕрарăмсем тата ачасем кăна юлчĕç.

"Хура хутсем" ытларах та ытларах килчĕç (1941-1942 çулсенче пирĕн салтаксемпе офицерсем уйрăмах йышлăн пуç хунине статистика кăтартăвĕсем лайăх çирĕплетеççĕ). Çапăçу хирĕсенче йывăр аманнисем те яла таврăнма пуçларĕç. Хăш-пĕрисем сывалса çитсен çĕнĕрен фронта тухса кайрĕç. Эпĕ лайăх пĕлсе тăнă Михаил Горбунов, Леонид Рябов тата ыттисем тăван киле çаврăнса çитеймерĕç, хăйсен çывăх çыннисене, тăванĕсене ытама илеймерĕç.

Хаяр вăрçă халăха хуçаймарĕ, усаллантармарĕ. Пачах урăхла – вăл ватă стариксене, хĕрарăмсене, яшсемпе хĕрсене, ачасене туслăх ытамне куçарчĕ. Чăвашсем, вырăссем, тутарсем, ирçесем, эвакуаци йĕркипе килнĕ эстонецсем, латышсем, еврейсем, белоруссем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç.

Вăрçă çулĕсенче халăха питĕ йывăр килнĕ пулсан та, колхозри пĕтĕм ĕçе вăхăтра та тивĕçлĕ пахалăхпа туса пынă. Ака-суха, утçи, вырма ĕçĕсене вăхăтра туса ирттермесен палăртнă тухăçа илме май çуккине кашниех ăнланнă. Акара 3 ватă старик пысăк хастарлăх кăтартатчĕ. Вĕсем хулпуççи çине пăтавкка çакса "Труженик" колхозри хирсене вăрлăха алăпа сапса хăваратчĕç. Çак ватăсене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем – Иван Павлович Тарасов, Григорий Егорович Топтыгин, Иван Семенович Варнаков. Ку стариксем акара кăна мар, çулталăк тăршшĕпех ыттисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре çаврăнатчĕç. Канмалли кунсемсĕр, иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен.

Эпир, хĕр ачасемпе арçын ачасем, хĕрарăмсемпе ватă çынсенчен хыçа юлмасăр ĕçлесе пыраттăмăр. Çитĕннисене çĕр улми лартма, ăна тата вир пуссине çум курăкран тасатма, утă пуçтарма, çурлапа тырă вырма, кĕлте çыхма тата ытти ĕçсем тума пулăшаттăмăр. Ку ĕçсенче кунĕпех çаврăннă. Çĕрле вара тырă сăвăрнă. Канмалли кунсем çумăрлă вăхăтра кăна пулнă. Иван Леонтьев, Николайпа Михаил Кочкомазовсем, Михаил Мартынов бригадăра лаша транспорчĕпе тумалли ĕçсене пурнăçлатчĕç. Вĕсем кăвак çутăллах лаша кÿлетчĕç те сĕм-çĕрлеччен тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуратчĕç. Ĕçченсем ака-суха ĕçĕсем тăватчĕç, уй-хире тислĕк кăларатчĕç, утă-улăм турттаратчĕç, суратри тырă кĕлтисене йĕтеме тиесе каятчĕç, хĕллехи тапхăрта вăрмантан йывăçсем кăларатчĕç.

Хĕрсемпе хĕрарăмсене шартлама сивĕ хĕлле (1941-1942 ç.ç.) Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕн таврашне окопсемпе траншейăсем чавма илсе кайрĕç (унта оборона линийĕ тунă). Çак йывăр ĕçре выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, лум-кирккапа шăннă çĕре чавнă. Нина Травина, Нина Кочкомазова, Анна Тарасова, Ольга Николаева тата ыттисем йывăр ĕçре пысăк чăтăмлăх кăтартнă.

Анатолий Крыловпа Анна Тарасова çамрăксем тата ватталла сулăннă Владимир Фролов хĕлĕн-çăвăн лав çине пичкесем хурса топливо турттаратчĕç, вырма тапхăрĕнче Канаша, Куславккана, Йĕпреçе тата Пăвана тырă леçетчĕç.

Çар завочĕсенче ĕçлеме рабочисем те нумай кирлĕ пулнă. Шăмăршăри Анастасия Тарасовăна тата Татьяна Букинана та Шупашкарти çар заводне ĕçлеме ячĕç.

Ял çыннисем фронтри салтаксем валли ăшă кĕпе-тумтир, кăçатăсем пухнă, чăлха-алсиш çыхнă, табак тултармалли пĕчĕк хутаçсем çĕленĕ, вĕсене пурне те почтăпа фронта янă. Танксемпе самолетсем тума укçа-тенкĕ те сахал мар пуçтарнă. "Йăлтах фронт валли, пĕтĕмпех – Çĕнтерÿшĕн!" тĕп лозунг пур çĕрте те пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă.

Вăрçă çулĕсенче пурнăç условийĕсем питĕ начарччĕ. Уйрăмах хĕлле йывăрччĕ. Кил-çурта кирлĕ пек ăшăтма вутă-шанкă сахал пулнă. Нумай чухне вăрмантан çунашкапа хăрăк туратсем туртнă. Ялан тенĕ пек выçăллă-тутăллă çÿренĕ. Çĕр улми вĕтĕ пулатчĕ, çавна май яшкана ытларах тĕрлĕ курăксемпе çăратнă. Курăк вара пур çĕрте те парка ÿсетчĕ. Çавна май килĕрен тенĕ пек ĕне усранă, вĕсем валли çителĕклĕ утă хатĕрлеме тăрăшнă. Çак чĕр-чун пуриншĕн те чи хаклă тупра вырăнĕнче пулнă,ĕнене упранă, шелленĕ. Ĕне вăрçă çулĕсенче халăха вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Сиплĕ сĕте яшкана ярса тутлăлантарнă, ăна калорипе пуянлатнă. Сĕт-турăх, уйран-тăпăрчă уйрăмах ачасен сывлăхне упрама пулăшнă, вĕсене вăйран ÿкме паман. Сĕт продукчĕсемпе çитĕннисем те вăй илсе тăнă, фронт валли ĕçлеме пултарнă. Камăн килĕнче ĕне пулман – вĕсене кÿршĕсем кружкăпа сĕт леçе-леçе панă. Халăх пур йывăрлăха та пĕрле пайлама тăрăшнă.

Мĕнле йывăр пулсан та, çынсем чун илемлĕхне çухатман. Йывăрлăхсем халăха пĕрлештерсе, туслăх кĕперне çирĕплетсе тăнă.

Аякра хаяр вăрçă кĕрленине пăхмасăр, ĕçри кану вăхăтĕнче бригадăри хĕрарăмсем юрăсем юрлатчĕç. Ĕçе кайнă е таврăннă чухне те юрă янăранă. Хĕрарăмсем савăнăç-хуйха пĕрле пайлатчĕç, "хура хут" илнĕ çынпа пĕрле йĕретчĕç, ăна лăплантаратчĕç.

Çапла майпа, тылра çулран-çул чăтăмлăн ĕçлесе, пĕр-пĕрне пулăшса пырса 1945 çулхи майăн 9-мĕшне – хĕвеллĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Çак аслă уяв пирĕншĕн, тыл ветеранĕсемшĕн, ĕмĕрлĕхех чи пысăк событи пулса юлчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика