Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпир – çĕр-анне ачисем"

13 октября 2010 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Григорий Никитин пĕчĕкренех шофер пулма ĕмĕтленнĕ. Автомашина кабинине пассажир пулса ларма май килсен чунтанах хĕпĕртенĕ. Хăю пек тăсăлакан çул пысăк хăвăртлăхпа хыçа юлса пыни, электричество юписем куç умĕнче вĕлт! те вĕлт! выляса мĕлтлетни арçын ачана пысăк киленÿ кÿнĕ. "Эх, хăвăртрах ÿссе çитĕнесчĕ, шофера вĕренесчĕ..." – шухăшланă вăл кун пек самантсенче.

2003 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Гриша Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ професси техника училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕр çулталăкран вăл тахçантанпах кĕтнĕ водитель удостоверенине алла илнĕ. Çемьери кĕçĕн ывăл, тăван ялтах тĕпленсе пурăнма ĕмĕтленнĕскер, çуралнă кĕтесе таврăннă.

Юратнă профессипе ĕçлеме май килменнипе малтанласа юлташĕсемпе пĕрле Мускав облаçне ĕçлеме çÿренĕ. 2006 çулта вара ăна тăван ялти "Труд" фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Денисов хăй патне ĕçе чĕннĕ, ĕçченлĕхпе тата сăпайлăхпа палăрса тăракан йĕкĕте КамАЗ автомашина шанса панă. Юратнă ĕçе Гриша пысăк хастарлăхпа пуçăннă. (Ку ĕçре вăл паянхи кунчченех вăй хурать).

Çак çулах çирĕмри водитель ялти "Нектар" ПКФра поварта ĕçлекен Алевтина Васильевапа паллашнă. Тĕксĕм çÿçлĕ хитре хĕрпе (Ульяновск облаçĕнчи Крестниково ялĕнче çуралса ÿснĕскер, вăл хăйĕн тăван аппăшĕ качча тухнă Карапай Шăмăршă ялне чунтан килĕштернĕ, кунтах ĕçе вырнаçнă) сăпайлă каччă хушшинче çирĕп туслăх кĕперĕ хывăннă. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăксем часах пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăра вышкайсăр пысăк савăнăç кÿрсе çемьене ывăл тĕпренчĕкĕ килнĕ. Глеб халĕ 2 çулталăк та 6 уйăхра ĕнтĕ.

Питĕ шел, тĕп кил-çурта, хуçалăха малалла аталантарас ĕмĕтпе пурăннă çамрăк çемье çине кĕтмен çĕртен пысăк инкек йăтăнса аннă – 2008 çулхи сентябрьте пушар тухнă, пÿртпе хуралтăсем çунса кайнă. Кун хыççăн Никитинсем хăйсен тăванĕн пушă тăнă кивĕ çуртне пурăнма куçнă.

Йывăр хуйха хыçа хăварма тăрăшса, çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленсе çамрăк çемье тăван кил-çурт ăшшине каялла тавăрма тĕллев лартнă. Никитинсем майĕпен строительство материалĕсем туянма пуçланă. Анчах вĕсен хакĕсем пĕчĕкех мар. Пушарта шар курнă çемьене уйрăмах йывăр тивет. Çакна ăнланса ăша хывакан ырă кăмăллă çынсем пулни Никитинсене питĕ савăнтарать.

– Шăмăршă лесничествин ертÿçи Владимир Александрович Петьков пирĕн çемьене тÿлевсĕрех, пулăшу шучĕпе пысăк хыр пура уйăрса пачĕ, – каласа парать Григорий Никитин. – Куншăн эпир ăна пĕтĕм чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

– Эпир çавăн пекех район администрацине тата ял поселенийĕн администрацине те чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăвапăр, – хутшăнать калаçăва унăн мăшăрĕ Алевтина. – "Çамрăк специалист" программăпа килĕшÿллĕн пире пĕлтĕр ноябрьте субсиди уйăрса пачĕç. Унпа усă курса эпир кирпĕчсем, чÿрече блокĕсемпе рамисем, мачча-урайлăх паха материал, цемент тата çутă профнастил туянтăмăр.

Кăçал Никитинсем май уйăхĕнче хĕрÿ ĕçе пуçăннă: пулас пысăк çуртăн никĕсне хывнă, цоколь купаланă, тăвансемпе, кÿршĕ-аршăпа, тус-пĕлĕшпе пĕрле пухăнса пурана мăкласа хăпартнă. Ялти ăстасен бригади вара мачча-урай сарнă, тăррине туса, ăна профнастилпа витнĕ, чÿрече блокĕсем вырнаçтарнă. Пĕрлех котельнăй та купаланă.

– Килес çул тупăштарса-саплаштарса, газификаципе электрохуçалăх монтажĕсен ĕçĕсене пурнăçласа çĕнĕ пÿрте кĕме ĕмĕтленетпĕр, – терĕ кил хуçи.

Ĕçчен те туслă çемье кил картинче ĕне, пăру, сыснасем усрать. Йывăрлăхсене пăхмасăр, выльăх çими çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ку енĕпе, паллах А.В. Денисов фермер та пулăшнă. Выльăхсене ÿстерсе-самăртса сутни хĕрÿ ĕçсене малалла тăсма май парĕ.

Григорий Никитин водитель фермер хуçалăхĕнче тăрăшуллăпа палăрса тăрать. Хăйне шанса панă техникăна яланах тирпейлĕ тытать, хушнă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. А.В. Денисов фермер çамрăк водитель пирки ырăпа кăна асăнчĕ, Гриша профессилле ăсталăхпа ĕçлесе пынине палăртрĕ. Алевтина Никитина та ĕçре тăрăшуллăх кăтартать, апата тутлă пĕçерсе хатĕрлет. Апатланакансем унăн тата ытти поварсен ĕçĕпе яланах кăмăллă юлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика