Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми – йывăççинчен...

13 октября 2010 г.

Улми – йывăççинчен...

"РОССЕЛЬХОЗБАНКĂН" Чăваш регионĕнчи филиалĕн Шăмăршăри 1111-мĕш номерлĕ хушма офисĕ çамрăк-ха – ăна уçнăранпа кăçал виçĕ çул çеç çитрĕ. Апла пулин те кунта клиентсем яланах йышлă. Тĕрлĕрен ыйтупа килеççĕ банка çынсем. Халиччен вĕсем кăмăлсăр тухса кайни пĕрре те пулман. Опытлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем тăрăшнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Вĕсен хушшинче çамрăксем пурри те савăнтарать. Аслисенчен вĕренсе пырса, вĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Çамрăксем тăван ялтах юлни, ĕç тупни хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах хальхи саманара.

Шăмăршăра çуралса ÿснĕ А.Смирновах илер-ха акă. Унăн амăшĕ – Людмила Николаевна - шăпах çакăнта бухгалтерта ĕçленĕ, кунтанах тивĕçлĕ канăва кайнă. Паллах, Алексей вăл ĕçленĕ çĕрте сахал мар пулнă. Шкулта та тăрăшса вĕреннĕскер, çамрăк Чăваш Патшалăх университетне кайса кĕнĕ, унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Банкра амăшне улăштарнă, çемье династине малалла тăсаканĕ темелле ăна. Халĕ ăна кунта ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕнеççĕ: Алексей Валерьевич – офис экономисчĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл çак должноçра.

Çăмăл мар унăн ĕçĕ. А. Смирновăн ытларах çынсене кредит парас тĕлĕшпе тимлеме тивет. Тĕрлĕ çын – тĕрлĕ ыйту. Мĕн пытармалли: пурте ăна-кăна питех тĕшмĕртеймеççĕ. Специалистăн вара чылай чухне консультант та пулма тивет.

– Çулне кура мар ăслă, маттур, – теççĕ ун пирки кăмăллă клиентсем.

Г.Сагдеева та – Шăмăршăранах. Вăл та вăтам шкул хыççăн Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Ăçта каймалла малалла, пурнăç çулне ăçтан пуçламалла;

Гельнарăна çакă питех шухăшлаттарман – вăл банкрах ĕç тупма пултарнă.

– Тăван Шăмăршă хулана çаврăннă май, хам çуралнă тăрăха пăрахса хăварас килмерĕ, – хăйĕн кăмăл-туйăмне пытармарĕ çамрăк специалист.

Çулталăк кăна ĕçлет-ха Гельнар. Ăна кунта бухгалтерăн яваплă ĕçне шанса панă. Ун пирки вăл шанăçа тÿрре кăларать теме пулать. Канăçа пĕлмесĕр ĕçлеме тивет ăна. Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтересси, пластик карттăсемпе ĕçлесси, кредитсем илме пулăшасси – шăпах унăн тивĕçĕ. Хĕвел куллиллĕ, япшар чĕлхеллĕ, ăшă кăмăллă чиперкке – хăех банк илемĕ.

Офис управляющийĕ В.Федотов та çулпа çамрăк-ха. Ăна та çемье династине малалла тăсаканĕ теме пулать. Унăн ашшĕ, Александр Васильевич нумай çул хушши колхозра тĕп экономистра тăрăшнă, каярахпа ытти самай яваплă должноçсенче вăй хунă. Пĕр сăмахпа, улми улмуççинчен аякка ÿкмен: Василий Александрович та çăмăл пурнăç шыраса аякка кайма шутламан. Унăн вырăнĕ – çуралса ÿснĕ тăрăхрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика