Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк алăсен ырă ĕçĕсем

13 октября 2010 г.

Çамрăк алăсен ырă ĕçĕсем

ПУЯНКАССИ ялне илсе пыракан асфальт çул хĕррипе лартнă йывăçсем хĕрлĕ-сарă тум тăхăнчĕç ĕнтĕ. Кĕçех çулçăсем çĕр çине тăкăнĕç. Вара çаралнă йывăçсем хушшинчен "Хăтăлтăм кассинчи" (ялта çапла калаççĕ) çĕнĕ, илемлĕ те капмар çуртсене курма пулать. Çулла кунта çуртсем пуррине асăрхамасса та пултаратăн, симĕс "чаршав" тĕплĕн карса, хупласа тăрать вĕсене.

Шăпах çак урам вĕçĕпе чикĕленсе Пуянкассинче çĕнĕ урам çĕкленме тытăнчĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ Павлов полковник ятне панăскерте, Александрпа Светлана Калашниковсем хăтлă та илемлĕ çурт çĕкленĕ. Çамрăксем, тăван яла чун-чĕререн юратнăран, кунтан ниçта та тухса кайма шутламан. Çуралнă кĕтес вĕсемшĕн чи çывăх вырăн пулса тăнă.

Сашăпа Светлана пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ пухса строительство материалĕсем туянма пуçланă: кирпĕч, хăйăр, хăма-кашта. Çемье пуçĕ, укçа ĕçлесе илес тесе, вахта меслечĕпе республика тулашне çÿреме тытăннă. Мĕнле кăткăс ĕçе те пурнăçлама хăнăхса çитнĕ. Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăншăн тесе каланине те ăша хывнах ĕнтĕ вăл. Ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлесен, ĕçрен пăрăнса çÿресен чаплă çурт çавăрасси пирки шутламалли те çук.

Светлана та алă усса ларман. Çамрăк хĕрарăм ялти "Шумер" лавккана сутуçăна вырнаçать. Ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ, правур сутуçăна ял халăхĕ те кăмăллать. Ара, вăл ачасемпе ачалла, ватăсемпе ватăлла пуплет, пурин кăмăлне те тупма пĕлет.

Сашăпа Светлана ывăл ача çитĕнтереççĕ. Максим, пĕчĕк пулсан та, ашшĕпе амăшне пулăшма тăрăшать: урай шăлса каять, чашăк -тирĕке çуса хурать. Палах, шкултан киле парса янă ĕçсене те пурнăçлама манмасть.

Калашниковсем "Çамрăк çемье" программăна хутшăнса патшалăхран субсиди илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех ипотека кредичĕпе те усă курнă вĕсем. Патшалăх укçи самаях пысăк пулăшу панă çамрăксене.

Халĕ телейлĕ çамрăк мăшăр кермен пек çуртра килĕштерсе пурăнать. Кил-çуртра мĕн кирли пурте пур. Ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ вĕсем, тăван яла илем кÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика