Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çула шанса

13 октября 2010 г.

Çитес çула шанса

Мĕн çинчен сăмах хускатассине малтанах пĕлнĕ евĕр Чукалти "Пулмантăш" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертуçи В.Симурзин тÿрех çапла каларĕ:

– Кăçалхи пек йывăр çул курман...

Ăнланма пулать ăна. Çуркунне малтанласа кăштах çумăр ÿккеленĕ хыççăн çу каçа çĕр чăннипех "выçса" çитрĕ вĕт. Ку çеç те мар, иртнĕ хĕл те хăйĕн шăлне самаях "шаккарĕ": нумай çĕрте кĕр тыррисем шăнса пĕтрĕç. В.Симурзин та вĕсене çитмĕл гектар акса хăварнă пулнă – пысăк тухăç илессе шаннă ĕнтĕ. Ирĕксĕрех вăтăр гектарне сухалама, хура пусă хăварма тивнĕ. Юлнă лаптăк та, çуртрисем пекех, кĕтнĕ тухăçа парайман – вăрлăхлăх тыр-пул пухса кĕртнипех çырлахма тивнĕ. Лабораторире тĕрĕслеттернĕ хыççăн, вĕсем акма юрăхлă пулни палăрнă.

Фермер кăçал та кĕр тыррисене çитмĕл гектар акса хăварнă, çур аки валли урпапа тулă вăрлăхĕсем çитмелле.

Çĕр улми те çитĕнтернĕ кăçал Валерий Николаевич. "Иккĕмĕш çăкăр" вун сакăр гектар йышăннă пулнă. Тухăçĕ – çанталăка кура. Çавах та çĕр ĕçченĕ ăна сутма та май тупнă, "Удача" тата "Невский" вăрлăхсем татах та пур.

Кăçал çанталăк типĕ пулни çитес çул мĕнле пулассине пĕлтермест. Вăхăтра сухаласа хăварнă çĕр, çумăрсем çусан, нÿрĕке те çăтса юлĕ. Фермер хуçалăхĕнче вара кĕрхи çĕртме туман лаптăксем юлманпа пĕрех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика