13 октября 2010 г.
(Кивĕ Чукалти "Автан" ача сачĕ уçăлнăранпа – 20 çул)
Кивĕ Чукалти "Автан" ача сачĕн илемлĕ çурчĕ, симĕс карти тата юмах тĕнчине аса илтерекен площадки куçа илĕртеçĕ, кăмăла çĕклеççĕ.
Ача сачĕн çуртне 1979 çулта (çулла) туса пĕтернĕ. Çак çурта Николай Иванович Журавлев (ялти шкул директорĕ) ертсе пынипе çĕклерĕç. Хушма ĕçсене пурнăçланă чух ялти учительсем нумай вăй хучĕç. Çак çурта малтан учительсен çурчĕ тесе турĕç. Чăнахах та малтанласа çак çуртра икĕ учитель çемйи пурăнатчĕ. Каярахпа çак çемьесем урăх çĕре куçса кайрĕç. Кун хыççăн çурт пушанса юлчĕ.
1990 çулхи çулла çак çурта ача сачĕ уçма хатĕрлерĕç. Вăл вăхăтра колхоз ертÿçи пулса Василий Егорович Албутов ĕçлетчĕ. Вăл, паллах, ача садне уçас тесе çине тăрса ĕçлерĕ. 1990 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕ. Малтанласа садикре икĕ ушкăн пулнă. Икĕ ушкăнра пурĕ 35 ача шутланнă. Садик ертÿçинче Галина Степановна Чамеева ĕçлерĕ. Чи малтанхи воспитательсем: Ирина Витальевна Малеева, Галина Федоровна Мишкина, Надежда Витальевна Захарова (вĕсем пурте педагогикăн ятарлă вăтам пĕлĕвне илнĕ).
Воспитательсене ĕçре Мария Ивановна Албутова тата Нина Степановна Сергунова пулăшса пынă.
1994 çулта садик ертÿçинче Н.В. Захарова ĕçлеме пуçланă. Вăл çак ĕçре 1998 çулччен тăрăшнă. Кун хыççăн заведующире Надежда Осиповна Измайлова ĕçлеме пуçланă. Вăл Шупашкарти педагогика училищинче воспитатель специальноçне алла илнĕ.
Ача сачĕ уçăлсанах унта ятарлă медицина ĕçченĕ пулман. Ачасен сывлăхне малтанласа ялти медпунктра ĕçлекенсем тĕрĕслесе тăнă. Каярахпа вара çак ĕçе Вера Никоноровна Ларева пурнăçласа пынă. Вăл 1992 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1999 çулхи май уйăхĕччен ĕçленĕ. (Вера Никоноровна Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă).
Вăл çак ĕçре пăрахсан, унăн тивĕçĕсене А.И. Крикина 2004 çулччен пурнăçласа пынă. (Антонина Ильинична та ятарлă вăтам медицина пĕлĕвĕ илнĕ). 2005 çулхи октябрь уйăхĕнчен Антонина Ильинична ялти медпунктра ĕçлеме пуçлать. Ун вырăнне юлнă Альбина Измайлова садикре паянхи кунчченех ĕçлет-ха.
Каярахпа Г.Ф. Мишкина тата И.В. Малеева шкула ĕçлеме куçнă. Вĕсем вырăнне воспитатель пулса Татьяна Аркадьевна Устимова тата Татьяна Михайловна Малеева ĕçлеме тытăннă. Т.А. Устимова çак ĕçре 1994 çултан пуçласа 2001 çулччен ĕçленĕ. Татьяна Михайловна хальхи вăхăтра та ĕçлет-ха.
Н.С. Сергунова ĕçлеме пăрахсан садикре И.В. Ларева вăй хума пуçланă. Каярахпа тата Г. Албутова та воспитательсене пулăшаканĕ пулса тăрать.
Хутран-ситрен эпĕ ача садне кĕркелесе тухатăп. Мĕн сăнатăп тата мĕн куратăп-ха эпĕ унта; Ача сачĕн çуртĕнче яланах тап-таса. Кунта пĕтĕм япала хăй вырăнĕнче. Сĕтел-пукана, ача-пăча теттисене тирпейлĕ тытни тÿрех сисĕнет. Пÿлĕмсенче ÿсекен чечексене те таса тытнинчен, вĕсем тĕрлĕрен пулнинчен те тĕлĕнмелĕх пур.
Эпĕ воспитательсемпе яланах вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ пирки калаçатăп. Ачасен калаçăвне аталантарасси, саспаллисемпе паллаштарасси тата вулама-çырма хатĕрлесси, шутлама хăнăхтарасси, тĕрлĕ теттесем тума, физкультурăпа туслашма, сăвăсемпе юмахсем калама вĕрентесси çине воспитательсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Воспитательсем пĕчĕккисене садикре ырă чун-чĕреллĕ пулма, пĕр-пĕрне пулăшма, ваттисене хисеплеме те хăнăхтараççĕ.
Тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ садикре. Вĕсене ашшĕ-амăшсем те хутшăнаççĕ. Кунти ачасем ял çыннисем валли час-часах концерт лартса параççĕ.
Нумаях пулмасть, октябрĕн пĕрремĕшĕнче, ача сачĕ хăйĕн çирĕм çулхи юбилейне паллă турĕ. Ачасем ветерансем умĕнче пурне те килĕшмелле концерт лартса пачĕç. Çак ĕçре воспитательсен тÿпи калама çук пысăк. Сăмах май каласан, ял çыннисен культурăллă канăвне йĕркелес ĕçре ача садĕнче ĕçлекенсем те пысăк вăй хураççĕ, вĕсемех спортра та хастар. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен пархатарлă ĕçне Хисеп грамотисемпе тата Дипломсемпе палăртаççĕ.
Эпир, ял çыннисем, ача садĕнче вăй хуракан Н.О. Измайлована, Т.М. Малеевана, А.О. Измайлована, Н.В. Захарована, И.В. Ларевана, Г.В. Албутована тата М.И. Албутована садикăн сумлă юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр. Ялти ача сачĕ яланах хĕр пĕрчисемпе ывăл тĕпренчĕкĕсен савăк сассипе янăраса тăтăр.