Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хаваслă стартсем" эстафета

16 октября 2010 г.

"ÇАМРĂКСЕМ – сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса, Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта "Хаваслă стартсем" ятпа çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Унта вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Икĕ ачаллă çемье командисем хушшинче Ларионовсем (амăшĕ – Татьяна Владимировна, ывăлĕсем – 9 класри Володьăпа 7 класри Сережа) пĕрремĕш, Малеевсем (амăшĕ – Елена Валерьяновна, ывăлĕсем – 7 класри Валерăпа 5 класри Дима) – иккĕмĕш, Веденеевсем (амăшĕ – Галина Николаевна, хĕрĕ – 9 класра Августина тата ывăлĕ – 7 класри Коля) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Пĕр ачаллă командăсенчен Борзовсен (амăшĕ – Елена Алексеевна, ывăлĕ – 7 класри Сережа), Микушинсен (амăшĕ – Лариса Васильевна, ывăлĕ – 7 класри Дима), Эрюковсен (амăшĕ – Светлана Николаевна, ывăлĕ – 7 класри Андрей), Измайловсен (амăшĕ – Елена Петровна, хĕрĕ – 7 класри Алина) тата Малеевсен (амăшĕ – Анна Николаевна, хĕрĕ – 7 класри Наташа) çемйисем палăрчĕç.

Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те ăмăртуран хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчĕç. Пĕрлехи кану воспитани ĕçĕнче те усă кÿрессе шанса тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика