Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç – ырă пурнăç

16 октября 2010 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен районта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци иртереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сывлăха упрама, сиенлĕ йăласемсĕр пурăнма хăнăхтарасси.

Çак тапхăрта вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăх кунĕсемпе урокĕсем, класс сехечĕсем, калаçусем, профилактика семинар-тренингĕсем ирттерме палăртнă. Спортсменсемпе, тухтăрсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче эрех-сăра, табак, наркотик таврашĕпе иртĕхмен çынсем çакăн усси пирки каласа кăтартĕç. "Сывă ăру – ХХI ĕмĕр ориентирĕ" темăпа хатĕрленĕ видеороликсен, агитаци плакачĕсен конкурсĕсем те кăсăклă иртмелле. "Пуласлăха – теветкеллĕхсĕр!" сывлăх эрни, библиотекăсемпе шкулсенчи "Сывлăха çамрăкран упра" "çавра сĕтелсен" вăхăтĕнче хĕрсемпе яшсем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравсене тупĕç. "Сиенлĕ йăласем вырăнне спорта суйлатăп" акцие хутшăнакан та нумай пуласса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика