Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх суйланă тăк – шанăçа тивĕçтермелле

16 октября 2010 г.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн (ТСК) председателĕ Л.Линик масăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ирттернĕ пресс-конференцие çак должноçран хăй ирĕкĕпе кайма йышăнни çинчен пĕлтернипе уçрĕ.

Людмила Ниловна суйлав комиссийĕсен тытăмĕн ĕç-хĕлне лайăх хак панипе пĕрлех суйлавçăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие япăх хутшăннишĕн яваплăха хăй çине илет: "Асăннă тытăм пирĕн яланах аван ĕçленĕ, эпир те хамăр енчен пĕтĕмпех тĕрĕс тунă. Яланах çапла пулнă. Октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕчченхи суйлавччен. Халĕ эпĕ çавăн пек калама пултараймастăп..."

Ирĕксĕрех ыйту тухса тăчĕ: "ТСКна эпĕ малашне ертсе пыма пултаратăп-и, тивĕçлĕ-и;" Çук. Çавăнпа та çук ĕçрен кайма йышăнтăм".

Республикăри тата Шупашкарти суйлав участокĕсене çынсем сахал пынин сăлтавне ТСК ĕçченĕсем суйлав комиссийĕн тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисем çителĕксĕр ĕçленипе ăнлантарчĕç. Халăхпа тытакан çыхăну татăлнă иккен. Ăнлантару ĕçне вырăнсенче те тĕпе хуман.

Суйлавра "Единая Россия" парти сĕннĕ кандидатурăсем сасă ытларах пухнă. Мĕншĕн тесен мандата тивĕçнисем халăхра пуçаруллă ĕçĕсемпе ырă ят çĕнсе илнĕ. Республикăн муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен депутатне 537 çынна суйланă. Вĕсенчен – 88-шĕ хăйсен кандидатурине сĕннисен шутĕнчен, 449-шĕ – политика партийĕсен представителĕсем. "Единая Россия" парти кăтартăвĕ уйрăмах пысăк – 429 депутат е 95 процент. Ял тăрăхĕсен депутачĕн мандатне 1545 çын илнĕ (218-шĕ хăйĕн кандидатурине сĕннĕ, 1327-шĕ парти çынни, вăл шутран 1282-шĕ (96 процент) – "Единая Россия" парти представителĕ). Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн вырăнне те ытларах "влаç партийĕн" представителĕсем (213 "упа" е 97 процент) тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика