Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕршĕн тинĕс те – чĕркуççи таран...

16 октября 2010 г.

КĂÇАЛХИ июлĕн 12-мĕшĕнче, 17 сехет те 50 минутра, Палтиел çывăхĕнче водохранилище тунă çĕрте ĕçлекен Шупашкар çынни çак ялти А.пенсионеркăн веранда алăкне çĕмĕрсе çуртне кĕнĕ, ватă хĕрарăма çапса-хĕнесе пĕтернĕ. Ÿсĕр арçын пенсионеркăн кăкăр шăммипе аяк пĕрчи шăммисене амантнă.

Кунтан тухнă хыççăн, 18 сехет те 30 минутра, ÿсĕр арçын урампа иртсе пыракан Б. пенсионера урипе тапа-тапа хĕнесе тăкнă.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Шупашкар çынни РФ УК 139 статйин 1 пайĕпе, 112 статйин 2 пайĕпе, 116 статйин 2 пайĕпе преступлениллĕ ĕçсем тунă тесе палăртрĕ, ун пирки пуçарнă уголовнăй ĕçе суда ярса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика