16 октября 2010 г.
Çак кунсенче эпир, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем, хамăрăн руководитель Л.Н.Сабаева ертсе пынипе, вăрмана экскурсие кайса килтĕмĕр. Утнă май, çула кĕскетсе, эпир юрăсем юрларăмăр.
Кĕрхи вăрман пире тÿрех хăйĕн ытамне илчĕ. Кунта пĕтĕмпех хитре кавирпе витĕннĕ тейĕн: сарă, хĕрлĕ, хăмăр тата кĕрен çулçăсем вăрмана пăхса ытарайми илем кÿреççĕ. Кăткă тĕмисем тĕлĕнче те чарăнса тăтăмăр эпир. Вĕсем хăйне евĕр илемлĕхпе палăрса тăнине куртăмăр. Уçланкăра вара Людмила Николаевна пирĕнпе тĕрлĕ вăйăсем йĕркелерĕ. Вăрман темипе çыхăннă юмахсен тупсăмне тупас тĕлĕшпе те ăмăрту ирттерчĕ пирĕн класс руководителĕ.
Киле эпир тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Экскурси пире питĕ килĕшрĕ.