Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хÿтĕленни пĕлтерĕшлĕ

16 октября 2010 г.

Хÿтĕленни пĕлтерĕшлĕ

Кĕрхи çанталăк каварлă тесе ахальтен каламаççĕ. Çанталăк кăшт улшăнкаласа тăрсанах, сулхăнлансанах шăнса пăсăлнипе, респиратор вирус инфекцийĕ (ОРВИ) ернипе чирлекенсен йышĕ ÿсме пуçлать. ОРВИ ушкăнне грипп, парагипп, РС-вирус, риновирус, аденовирус инфекцийĕсем кĕреççĕ. Тĕп вырăнта, паллах, грипп тăрать, вăл час-часах йывăр иртет, ытти чире (пневмони, миокардит, перикардит, менингит, энцефалит, ытти) пуçарать.

Пĕлетĕр ĕнтĕ, вирус чирлĕ çынран сывлăш е япала урлă ерет. Темиçе сехетренех вăл çÿлти сывлав çулĕсен лăймака сийне сиенлет. Грипп чухне температура ÿссе каять, 5 кунран кая мар чакмасăр тытăнса тăрать, пуç (уйрăмах çамка, куç тĕлĕнче), ура, пилĕк мышцисем хытă ыратаççĕ, вăй пĕтет, пыр чĕпĕтет, сунас, типĕ ÿслĕк аптраççĕ, ăш пăтранма, хăстарма пултарать.

Çавăнпа чиртен хÿтĕленнине нимĕн те çитмест. Профилактикăн тĕп меслечĕ – иммунитета вакцинаци урлă çирĕплетни. Прививка тунă çынсен грипп та чылай çăмăлрах иртет, шала каймасть. Хальхи вакцинăсем паха, вĕсемпе 6 уйăхран иртнĕ пепкесене те прививка тума юрать. Вакцинаци 60 çултан иртнĕ, сывлав органĕсен вăрах чирĕсемпе аптракан, час-часах шăнса пăсăлакан çынсемшĕн, шкул çулне çитмен ачасемшĕн, вĕренекенсемшĕн, преподавательсемшĕн, медицина, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн, транспорт ĕçченĕсемшĕн, çар çыннисемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Вакцинăпа кама прививка тума юрамасть-ха; Сив чир, инфекци чирĕ аптратсан, вăрах чир вĕрĕлсен, малтанхи прививкăна тата çăмарта шуррине аллерги реакцийĕ пулсан. Прививка тунă кун çын сывлăхне тухтăрăн тĕрĕслемелле, температурине виçмелле, вăл 37 градусран пысăкрах пулсан вакцинаци тумалла мар. Ача кĕтекен хĕрарăмсене прививка тăвассине тухтăр уйрăммăн татса парать. Кăкăр ĕмĕртекенсемшĕн вара чару çук. Грипран кашни çулах кĕркуннепе хĕлле прививка тăваççĕ. Хăш чухне укол тунă тĕлте ÿт кăштах ыратма, тăртанма, хĕрелме пултарать. Хăшĕсен сайра хутра пуç ыратать, вăй чакать, температура кăштах хăпарать. Ку 1-2 кунран хăй тĕллĕнех иртет. Вакцинăпа укол тунă хыççăн медицина ĕçченĕ 30 минут сăнани те çителĕклĕ.

Шăнса чирлессинчен тата мĕнле хÿтĕленме пулать-ха; Алла супăньпе тăтăшрах çумалла. Чирлĕ çынсемпе хутшăнасран асăрханмалла, çăварпа сăмсана маскăпа хупламалла. Чирлесен килтен 7 кун тухмалла мар. Организмăн хÿтлĕх вăйĕсене ÿстерме аскорбин йÿçекĕ, поливитаминсем ĕçмелле. С витамин шур çырлинче, лимонра, кивире, мандаринра, апельсинра, грейпфрутра нумай.

Грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче кунне 2-3 шăл ыхра çимелле. Ăна темиçе минут чăмлани те çăвара бактерисенчен тасатма пулăшать. Пуçлă сухан та витĕмлĕ.

Кунне 2 хут сăмса шăтăкĕсене супăньпе çумалла. Сăмса хăвăлне пипетка пулăшнипе сухан шывĕпе пыл (сахăр) хутăшĕпе çуни усăллă. Шĕвек рецепчĕ: 3 апат кашăкĕ вĕтĕ вакланă сухана 50 миллилитр ăшă шыва ямалла, çур чей кашăкĕ пыл (сахăр) хушса 30 минут лартмалла.

Пыра эмел курăкĕн (ромашка) чечекĕн шывĕпе чÿхени аван. Ингаляци те пулăшать: 300 грамм шыва вĕретмелле, 30-40 тумлам эвкалипт настойки е 2-3 апат кашăкĕ çĕр улми хуппи, е çур чей кашăкĕ апат соди ярса пăсĕпе сывламалла.

Ăшă ура ванни витĕмлĕ: горчица çăнăхĕ янă вĕри шывра урасене 5-10 минут тытмалла, унтан ура лапписене ăшăтакан маçпа сăтăрмалла.

Пăрçа пысăкăш прополиса çăварта тытмалла, унталла-кунталла йăвантармалла, çăвара пит айне хурса çĕр каçмалла, пĕр талăк илмелле мар – прополис вырăнне прополис экстракчĕпе йĕпетнĕ сахăр катăкĕ те юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика