Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!

16 октября 2010 г.

Пĕрлĕхшĕн, пуласлăхшăн!

Чăваш наци конгрессĕн Президиумĕ чăваш халăхне чĕнсе калани

Хисеплĕ аякри-çывăхри тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем!

"Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет", - тесе каланă халăхра авалтан. Йăнăшман пулĕ пирĕн аслă асатте-асаннесем, тĕнче илемĕ, Раççей вăйĕ - кашни халăх аслă çĕрĕмĕр çинче хăйне-хăй пурăнни, аталанни, хăй чĕлхипе культурине упрани.

Чăваш историйĕ пуян, хунн-сувар юнĕ чупать пирĕнре. Хальхи Раççей Федерацийĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнатпăр эпир, йышпа-шутпа - тăваттăмĕш халăх. Эпир ĕçчен халăх. Ĕçре те, усал тăшман тапăнсан та эпир мĕскĕн, айван пулман, харсăр матур, ытти халăхсемшĕн тĕслĕх вăл, чăваш халăхĕ.

"Эй, чăваш халăхĕ! Хăвна пĕтме ан пар!" - теççĕ пил парса наци чысне çÿле çĕкленĕ СССР халăх артистки Вера Кузьмина, аслă педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чăваш çыннисем. "Чăваш ачи, сассуна пар!" - тенĕччĕ гениллĕ поэт Çеçпĕл Мишши. Акă 2010 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çак сасса пама вăхăт çитрĕ. Çырав тăвакансем 7-мĕш графари "Эсир хăш наци çынни" тени патне çитсен çирĕппĕн, "Эпĕ чăваш!" - тесе калăр, ачăрсенче те чăваш юнĕ пулнине ан пытарăр. Эсир чăваш тесе çыртарнишĕн пĕлĕт йăтăнса анмасть, ĕлĕкхи пек сирĕнтен пăрăнакан-йĕрĕнекен пулмасть, кĕсъере укçа катăлмасть.

Хамăр халăх шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн эпир яваплă. Раççей патшалăхăн тĕрлĕ халăхсемлĕ пĕрлĕхĕшĕн те чăваш çынни явап тытать.

Эпир, чăвашсем, пĕр шухăшлă пулса пĕр халăх пек пулса юлар. Хăшĕ-пĕрисем "сувар", "шумер", "вирьял" тесе çыртарăр тенине итлер мар, эпир XXI ĕмĕре чăваш тесех кĕнĕ, истори те çакнах çирĕплетрĕ.

Çамрăксем! Хăвăр халăх пуласлăхĕшĕн эсир те яваплă, сассăра тĕрĕс парăр.

Аслисем, шурсухалсем! Ачăрсене, мăнукăрсене тĕрĕс суйлав тума пулăшăр.

Республика тулашĕнчи тăванăмăрсем! Хăвăр чăваш пулнине ан манăр. Республикăри йăхташсем сирĕнпе пĕрле, сире пулăшма хатĕр.

Чăваш интеллигенцийĕ! Эпир сире шанатпăр, ĕненетпĕр: наци пуласлăхĕ пирки сирĕнтен ытларах çунакан çук.

Чăваш çынни, сассуна пар! Пĕрле пулар, хамăр пĕрлĕхе çирĕплетер!

Çапла пултăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика