Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн алăллă, пуян чун-чĕреллĕ...

20 октября 2010 г.

АТТЕ... Кашниншĕн хаклă çын. Вăл – пурнăç тĕвви, пирĕн тĕрек. Ахальтен мар чăваш халăхĕ ăна юманпа – мĕн пур ÿсен-тăрана хÿтĕлекен чи çирĕп йывăçпа танлаштарать. Атте-аннене, хÿтлĕхне туякан никамран та вăйлă, телейлĕ, юрăри пек каласан, "пуринчен те пуян".

Юратнă çыннăм çинчен сăмах хускатсан чĕрем виçесĕр мăнаçлăхпа тулать. Тĕнчере атте пурришĕн Турра тав тума сăмах та çитерес çук. "Чăн-чăн çын", – тесе хаклас килет аттеме – Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ, тин кăна çичĕ теçеткене хыçа хăварнă Иван Иванович Воробьев ĕç ветеранĕ пирки. Йывăр ачалăх, канăçсăр çамрăклăх йĕр хăварнă унăн пурнăçĕнче, çапах шăпине ÿпкелемест вăл.

... 1940 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ ывăлĕ Анастисия Павловнăпа Иван Васильевич Воробьевсемшĕн вышкайсăр пысăк телей пулнă. Епле савăнмăн;! Аслă ывăлĕ Петя, скарлатина чирĕпе иккĕрех çĕре кĕнĕ хыççăн çемьене "çĕнĕ кайăк" килнĕ-çке. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне мăшăр юратса-лăпкаса пăхнă. Анчах... ылханлă Аслă Аттелĕх вăрçи çамрăксен ĕмĕтне татнă. 31-ти Иван Тăван çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлеме фронта тухса кайнă. И.Сталин ячĕллĕ колхозăн уй-хир бригадине ăста ертсе пынăскере взвод командирĕ пулма шаннă. Смоленск тавтрашĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă чăваш салтакĕ. 1942 çулхи февральте хыпарсăр çухалнă. Тылри çемйине икĕ çыру çеç яма ĕлкĕрнĕ Иван Васильевич.

Наçтук, 27-рех упăшкинчен юлнăскер, пĕчĕк Ваньккана тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн хăйĕнчен мĕн килнине веçех тунă. Хăйсемпе пурăнакан çитмĕлти ашшĕне – Павел Михайловича та пăхнă. Колхозăн пĕр ĕçĕнчен те юлман. Ĕне-вăкăрпа ака-суха ĕçне тунă, тырă вырнă, авăн çапнă, фронт валли алса-чăлха çыхнă... Фашистсем Мускав тĕлне çывхарсан Улатăр вăрманне окоп чавма кайнă. Йывăр пулнă – тÿснĕ. Пĕрремĕш утăм тăвакан ывăлне ватă ашшĕ пăхнă. Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тÿпе хывнă çамрăк хĕр арăм. Ахальтен мар, харсăрскере Правительство "1941-1945 çулсенче тылра хастар ĕçленĕшĕн" медальпе чысланă. Юратнă мăшăрне вара юлашки сывлăшĕ тухиччен кĕтнĕ Анастасия Павловна. Урăх качча тухман. Салтак арăмĕн ятне çÿлте тытнă.

Çапла, "атте" сăмаха калама Турри çырман И.И.Воробьева. Вăрçă ачи тăван ашшĕн ырă сăнарне амăшĕпе кукашшĕн сăмахĕнчен тата упранса юлнă пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкрен асĕнче хăварнă.

Пир кĕпе тăхăнса, çăпата сырса, крахмал çисе ÿснĕ вăл. Хирте ÿксе юлнă пучаха та пуçтарма юраман вăрçă çулĕсенче. Ача-пăчапа пĕрле ăна пуçтарма тухнă Ваньккана сахал мар чăпăрккă лекнĕ хир хуçинчен. Кун пек чухне ал-уринчен ытла чунĕ ыратнă çурма тăлăхскерĕн. "Мĕншĕн тăраниччен çиме пулмасть; Мĕншĕн тантăшсен ашшĕ пур, манăн – çук;.."

Пурнăç сукмакĕн 77 тĕрлĕ кукăрĕ пулнă пулсан та, ачан ĕмĕчĕ çутă пулнă. Хăвăртрах çитĕнсе амăшĕпе кукашшĕне пулăшасшăн ăнтăлнă.

Амăшĕ çĕлесе панă пир хутаçа сумлăн йăтса ялти шкула чупнă. Тырçи вăхăтĕнче жнейкăпа лаша улăштарса тăнă, ытти тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă.

1954 çулта 7 класс пĕтернине çирĕплетекен документа алла илнĕ. Малтанласа хальхи Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Утиел ялĕнче кĕтÿ кĕтнĕ, И.Сталин ячĕллĕ тăван колхозра плугарьте вăй хунă.

Малалла вĕренес тĕллев 1958 çулта Иван Воробьева Тутарстанри Пăва хулине илсе çитернĕ. Кунта çур çул хушши водительсен курсĕнче пĕлÿ пухнă. Çитмен пурнăç пирки кăнтăрла пуйăс вакунĕсене пушатнă: хваттершĕн тÿлеме укçа пухнă. Йывăр ĕçре хуçăлсан та, каçпа вĕренме мехел çитернех.

Чун туртнă ĕç биографине 1959 çулта тăван кĕтесре ГАЗ-51 автомашинăпа пуçлать çамрăк специалист. Хĕлле вăрман турттарать. Çу кунĕсенче "Восход" колхозăн М.Горький поселокĕн комплекслă бригадин ĕнисене Шамкайне ăсатать. Сунă сĕте Шамкайран район центрне леçет. Продукцие шăрăх çанталăкра хăвăрт çитересси, ун пахалăхне упраса хăварасси хăйĕнчен килнине ăнланса пурнăçланă ку тивĕçе шофер. Кĕркунне вара хиртен йĕтем çине е элеватора тырă турттарнă. Пысăк тăрăшулăхпа палăрнă вăл.

1961 çулта И.Воробьев хăй пекех ашшĕсĕр ÿснĕ ял хĕрĕпе – чипер те ĕçчен Зоя Синелевăпа çемье çавăрнă. Мăшăрсен Петя ятлă ывăлĕ çуралнă (ăна Иван Ивановичăн вилнĕ тетĕшĕн ятне панă). Амăшĕпе кукашшĕ пулăшнипе çамрăксем çĕнĕ пÿрт лартма ĕç хускатаççĕ. Вăл вăхăтра строительство материалĕ тупма хĕн пулнă. Çамрăк ар çын Пермь облаçĕнчи Нижнегорски районне кĕрекен Березники ялĕ çывăхĕнчи вăрманта вербовкăра тар тăкнă. МАЗ – 501 лесовозпа – лыжневкăпа (18-метрлă хĕллехи çунапа) пĕренелĕх йывăç кăларнă. Çак йывăр та яваплă ĕçшĕн каярах Шăмăршă вăрманĕнчен 4 кубла метр (!) йывăç кăларма ирĕк панă. Шел, çурт-йĕр тăвассине вĕçлеймесĕрех Иван Воробьев Совет Çарне каять. Тĕрĕссипе, службăна 4 çул каярах юлса лекет. Сăлтавĕ – вăрман кăларнă чух ура хуçнинче. Алăри ачапа тата йывăр çынла юлнă çамрăк арăмне, амăшĕпе ват кукашшĕне пулăшма Ивана икĕ хутчен отпуска яраççĕ. Çапла майпа çеç çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçать.

Çапла, 1961-1965 çулсенче И.Воробьев Тинĕс-Çар флотĕнче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать. Хура тинĕс хĕрринче, Севастопольте, службăра тăрать çирĕмрен иртнĕ матрос.

Малтанах торпедоносецсем çине 8Т–26 кранпа ракетăсем тиенĕ. Крановщик ĕçĕ кăткăс та хăрушă. Пĕр-пĕр кнопкăна ăнсăртран пусни çар техникине туххăмрах сывлăша вĕçтерме пултарать. Тулли яваплăх, асăрханулăх Иван Воробьева авари тума паман.

Тăрăшуллăскере, паллах, службăри юташĕсенчен аслăрахскере Çар чаçĕн командованийĕ автмашина колоннин пуçлăхне лартать. 30 единица техникăшăн яваплăха хăй çине илсе, И.Воробьев матрос Крым облаçне целинана тухса кайнă. Уй-хир ĕçĕсене чунтан тăрăшса пурнăçланă матроссем. Асли хушнине итленĕ. Хăйне пăхăнса тăракансемпе пĕрле мĕнле кăна техника çине ларман-ши автоколонна пуçлăхĕ... ЗИЛ – 157, МАЗ – 501, КрАЗ-214... Задание хăвăрт, ăнăçлă пурнăçланă. Совет Союзĕн Геройĕ Цибуля рядовой ячĕллĕ çар чаçĕн командованийĕ Иван Воробьев матроса службăри тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн "Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтернĕренпе – 20 çул" юбилей медалĕпе наградăланă.

ХХ ĕмĕрĕн 70-80 çулĕсем И.И. Воробьевшăн яланлăхах асра юлнă. Хăй калашле, "çан тавăрса ĕçленĕ çулсем кусем". Ку тапхăрта хирти культурăсене минераллă удобренипе апатлантарасси çине хуçалăхсем пысăк тимлĕх уйăрнă. "Восход" колхозăн уй-хирне удобрени сапма çуркунне самолетсем килнĕ. Авиабензина вăхăтра турттарса кÿресси И.Воробьевăн тивĕçĕ пулнă, – ун чухне вăл бензовозпа ĕçленĕ. Ирпе 3-4 сехетре тăрса çунтармалли шĕвек илмешкĕн Шупашкара çул тытнă "хурçă тусĕпе".

Пушар машинипе ĕçлеме те тÿр килнĕ Иван Ивановича. Вут-çулăм "ытамĕнчен" вуншар обьекта упраса хăварнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе çаврăнăçулăх епле çитернĕ-ши;!

Çапла, темле ĕçре те тар тăкнă И.Воробьев: йывăррине те, хурине те тиркемен.

Халĕ те, тивĕçлĕ канура пулин те, самантлăха та ахаль тăмасть. Ун алли тума пĕлмен ĕç çук та пуль. Вăл – ăста платник, кăмакаçă, пахчаçă, повар, çĕвĕç... Çăм та арлать, кунтăк та авать. Ун аллине лекнĕ пĕр япала та сая каймасть. Юрăхсăра тухнă япала çумалли машина выльăх апачĕ хатерлемелли кăмакана çаврăнать. Хăма татки те самантрах "чĕрĕлет": ача-пăча тетти пулса тăрать. Ĕçре килĕнÿ тупаканскер, пĕрмай касать, шаккать – кил-çурта "сиплесех" тăрать.

Аттем ĕçпе ырă ят çĕнсе илнĕ, ĕçрех пурăнать. Ăна ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă май сăмахăма сăввăмпа вĕçлес килет.

Кĕмĕл пасĕ тытнă тăнлавна,

Хура-шур пичечĕ – сăнунта.

Пур пĕрех ăшпиллĕх иксĕлми,

Хăмăр куçунта шевле – сÿнми.

Ан васка, аттеçĕм, ватăлма.

Çурта-пĕвÿ авăннă пулсан та,

Аллуна тытсан та эс туя, –

Чун хавалĕ çирĕп сан паян та,

Пурнăçри кашни самант – уяв.

Ан васка, аттеçĕм, ватăлма.

Аллунта пин тĕрлĕ ĕç вĕрет,

Ĕçпеле çеç канлĕ сан чĕре.

Сан кашни сăмах – ахах-мерчен.

Телейпе пулсамччĕ çĕр çулччен!

Ан васка, аттеçĕм, ватăлма.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика