Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мелиораци ыйтăвĕ – чи çивĕччи

20 октября 2010 г.

Мелиораци ыйтăвĕ – чи çивĕччи

ЯЛ ХУÇАЛĂХ таварĕ туса илекенсене типĕ çанталăкра шар курнине саплаштарма патшалăх укçа-тенкĕпе самай пулăшать. Çак тĕллевпе республика правительстви 580 миллион, вăл шутран – типĕ çанталăк кÿнĕ тăкака саплаштарма 302,8 миллион, выльăх апачĕ хатĕрлеме 250 миллион тенкĕ уйăрнă. Асăннă суммăна вырăнсенче илнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне кĕçех федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар 125 миллион тенкĕ килмелле. Патшалăх пулăшăвĕ шучĕпе çулталăк вĕçлениччен тата 900 миллион тенкĕ çитмелле. Аграрисемшĕн ку ял хуçалăх производствине ура çине тăратма май паракан пысăк тĕрев.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев октябрĕн 4-мĕшĕнче "Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен" Указ кăларчĕ. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсене, ял çыннисене иртнĕ хĕлле тата кăçалхи çулла çут çанталăк япăх пулăмсем кăларса тăратнă инкексене чакарма, Чăваш Енри АПКн ку чухнехи аталану шайне сыхласа хăварма тата ăна малашне те ăнăçлă ĕçлеттерме май парĕ.

ЧР Президенчĕн Указне пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсем те анлăн сÿтсе яваççĕ.

А.И.САТЕЕВ, "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертÿçи:

– Указ ял хуçалăх производствинче ку чухнехи инноваци технологийĕсене явăçтарма, çĕрсене çĕнетме тата мелиорацие çул пама хистет.

Çитмĕлмĕш – сакăр вуннăмĕш çулсенче пирĕн районта та улăх-çарана шыв пĕрĕхтерсе шăварассине лайăх йĕркеленĕ пулнă.

Кăштахран мелиораци тытăмĕ веçех юхăнса кайнă, тĕппипех пĕтсе ларнă.

"Мелиораци патне тепĕр хут таврăнмаллах", – тет Президент. Эпĕ те çаплах шутлатăп.

И.М. АБСАЛЯМОВ, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертÿçи:

– Указра республика лизинг фондне куçармалли тÿлеве, маларах илнĕ кредитсемшĕн тÿлессине, финанс енчен лайăхлатмалли программăна хутшăнакансен парăмĕсене тÿлессине каярах вăхăта хăварасси пирки каланă. Çакна эпĕ ырлатăп. Кредитпа татăлассине каярах вăхăта куçарсан хуçалăхсенчи машина-трактор паркĕсене çĕнĕ техникăпа пуянлатма пултарăпăр. Çĕнĕ техникăсăр ял хуçалăхне аталантарма май çук.

М.Х. ХАМДЕЕВ, "Искра" СХПК ертÿçи.

– Чи кирли – хуçалăхсене панкрута кăларса саланса каясран сыхласа хăварасси, малалла аталанма услови туса парасси. Пирĕн сивве те, шăрăха та кĕтсе илме хатĕр пулмалла. Выльăх йышне чакармалла мар. Ĕне выльăхсене пĕтерсен çитес çулсенче пысăк йывăрлăхпа кĕрсе ÿкме пултаратпăр.

Район шайĕнче çĕрсене мелиорацилес ыйтăва татса пама йывăр, çавăнпа та республикăри ял хуçалăх министерствинчен пулăшу кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика