20 октября 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче канашлу ирттертĕмĕр. Унта кăçалхи 9 уйăхри оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, çитменлĕхсене асăнтăмăр, умра тăракан задачăсене палăртрăмăр.
2010 çулхи 9 уйăхра районта пурĕ 154 преступлени регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 150). Преступленисен 94, 5 процентне уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 93,2 процент).
Уйрăммăн илсен, çынна вĕлересси (кăçал 3 çынна пурнăçран уйăрнă, пĕлтĕр – 2), çынна хĕнесси, ултавлă ĕç (мошенничество), хулиганла ĕç тăвасси, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси, растрата тăвасси ÿснĕ. Çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕрсем, ниçта та ĕçлеменнисем тата ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине ытларах тухни те пире питĕ пăшăрхантарать. Вĕлерессипе хăратнă, ют пурлăха вăрланă, уççăн çаратнă (грабеж), экономика преступленийĕсем тунă, обществăлла вырăнсенче, урамсенче саккун йĕркисене пăснă фактсем сахалтарах пулнă. Асаплантарса пурăнассипе, хĕрарăмсене ирĕксĕрлесе пусмăрлассипе, автомототранспорт хатĕрĕсене хăваласа каяссипе, хурах пуснипе (разбой), хăратса укçа е япала ыйтассипе çыхăннă преступленисем пулман. Взятка илесси пĕр шайрах юлнă (пĕрер факт).
Преступленисен структуринче тепĕр çын çине алă çĕкленĕ фактсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Сăмахран, кăçал РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан 34 преступление шута илнĕ (пĕлтĕрхи 9 уйăхра – 30 факта). Милицин участковăй уполномоченнăйĕсем çакнашкал тĕслĕхсене ытларах шута илме тăрăшаççĕ. Çăмăлтарах преступленисене вăхăтра тупса палăртни йывăр тата çав тери йывăр преступленисен çулне пÿлме пулăшать. Сентябрь уйăхĕнче кăна хăйсен аллисене ирĕке янă 8 çын пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Халĕ следстви ĕçĕ пырать.
Малтанах асăнтăм ĕнтĕ, кăçал преступленисен 94,5 процентне тăрă шыв çине кăларнă. Кукăр çул çине тухма хатĕрленекенсен айăплавсăр юлас шанăç çукпа пĕрех. Саккунпа килĕшÿллĕ пурăннине нимĕн те çитмест.