20 октября 2010 г.
ОктябрĔн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне, 2011 çул валли Чăваш Республикин бюджетне йĕркелессине, ял хуçалăх отраслĕн пĕтĕмлетĕвĕсене, шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсен ыйтăвĕсене тата çулсене аталантармалли тĕллевсене халалланă.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов отрасль 9 уйăхра ĕçленин хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Яланхи пек мар шăрăх çанталăк тăнипе ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассин индексĕ 73,4 процент пулнă. Мĕн пур йывăрлăха пăхмасăрах сĕт тата çăмарта туса илессине иртнĕ çулăн 90 проценчĕпе танлашакан шайра тытса тăма май килет. Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай тата Шăмăршă районĕсенче сăвакан ĕнесен йышне сыхласа хăварма пултарнă. Чăваш Республикин Президенчĕ выльăх йышне чакарнă районсем çинчен пĕлтернине итленĕ, пуçлăхсене лару-тăрăва лайăх енне улăштарма сĕннĕ. Çапла тумасан хуçалăхсен яланхи пек мар шăрăх çанталăк условийĕсенче выльăх йышне сыхласа хăварма бюджетран уйăрнă укçа-тенке каялла тавăрса пама тивĕ.
Строительство министрĕ Александр Гончаров Раççей транспорт министрĕпе Игорь Левитинпа тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Ене çул-йĕр тума 6 млрд тенкĕ ытла укçа уйăрасси çинчен килĕшсе татăлнă.
Михаил Игнатьев каланă тăрăх – Федерацин Вăрман хуçалăх агенствин ертÿçипе Виктор Масляковпа тĕл пулнă хыççăн Чăваш Ене пушарсенче пĕтнĕ вăрмансене çĕнĕрен чĕртме тата вăрман хуралĕ йĕркелеме Федераци кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.