Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици тата ачасем

23 октября 2010 г.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 27-мĕшĕнчен пирĕн районта "Милици тата ачасем" акци пырать. Çак мероприяти вăхăтĕнче районти милицин участковăй уполномочăннăйĕсем тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци районти профилактика субьекчĕсемпе пĕрле шкулсенче право темине калаçусем ирттереççĕ, саккун йĕркисене пăсасран асăрхаттараççĕ. Милицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем вара ачасене çул-йĕр правилисене ăнлантараççĕ, çул çитменнисемпе çыхăннă аварисем ан пулччăр тесе тăрăшаççĕ.

Пĕрлех октябрьте "Шанăç" профилактика операцийĕ иртнине те асăнса хăварас килет. Çак мероприяти вăхăтĕнче çул çитменнисен инспекцийĕнче учетра тăракансем (вĕсем виççĕн) патне килĕсене çитнĕ, вĕсем хăйсене мĕнлерех тытнине тĕрĕсленĕ, ăнлантару калаçăвне ирттернĕ. Пĕрлех вĕсен ашшĕ-амăшĕпе та калаçнă.

Кăçалхи 9 уйăхра çул çитменнисем 8 преступлени тунă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 2). Тĕпрен илсен, тÿнтерле ĕçсем ют япалана вăрланипе çыхăннă. Ашшĕсемпе амăшĕсене хăйсен ачисене яланах тимлĕхре тытма, право йĕркисене ан пăсчăр тесе асăрхаттарса тăма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика