23 октября 2010 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти В.В.Медведева учительница пуçламăш классене 25 çул вĕрентет ĕнтĕ. Хăйĕн тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать вăл, шкулти обществăлла пурнăçа та яланах хастар хутшăнать. Хăйĕн класĕнчи ачасене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнисĕр пуçне, вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем те нумай йĕркелет.
Акă çак кунсенче Валентина Владимировна иккĕмĕшсемпе "Ÿссен эпир кам пулатпăр;" темăпа класс сехечĕ ирттерчĕ. (Маларах вара вĕсем ку темăпа сочинени çырчĕç, ÿкерчĕксем турĕç). Класс сехечĕ интереслĕ те тулли содержаниллĕ ирттĕр тесе, опытлă учительница пĕлтерĕшлĕрех мероприятисене хăй тахçан вĕрентнĕ, юратнă ĕçре пурнăç телейне тупнă выпускниксене те чĕнет. Хальхинче тĕл пулăва черетлĕ отпускри çар офицерĕ Евгений Вашуркин килчĕ. (2003 çулта вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен вăл Пензăри артиллери-инженери çар институтне вĕренме кĕнĕ, 2008 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсе офицер званийĕ илнĕ).
Евгений Вашуркин малтанах шкулта вĕреннĕ çулсене аса илчĕ, пуçламăш классенчи интереслĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăйне вулама-çырма вĕрентнĕшĕн, малалла та лайăх вĕренме, çирĕп пĕлÿ никĕсне хывма пулăшнăшăн çар офицерĕ хăйĕн пĕрремĕш учительницине – В.В. Медведевана пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ. Хăй çар институтĕнче мĕнлерех вĕренни, халĕ Амур облаçĕнчи çар чаçĕнчи ракета-артиллери хĕç-пăшалĕшĕн яваплă должноçра еплерех ĕçлесе пыни, службăра яланах туслăх хуçаланни çинчен ачасене питĕ интереслĕ каласа пачĕ аслă лейтенант. Офицер спортпа та туслă пурăнать-мĕн, вăл – спорт мастерĕн кандидачĕ. Службăри тăрăшуллăхшăн çар командованийĕ нумаях пулмасть Евгений Михайловича тав çырăвĕпе чысланă.
2-мĕш класра вĕренекенсем, уйрăмах арçын ачасем, çар формиллĕ çынна нумай ыйтусем пачĕç. Пурин çине те туллин хуравларĕ Евгений Вашуркин. "Офицер пулас тесен, мĕн тумалла;" ыйтрĕç арçын ачасем. "Шкулта яланах лайăх паллăсемпе вĕренмелле, ÿт-пĕве спортпа пиçĕхтермелле", – терĕ аслă лейтенант.
Çар офицерне учительница та питĕ тимлĕн итлерĕ. Хăй вĕрентнĕ ачасем ăна манманни, çирĕп пĕлÿ панăшăн тав туни, вĕсем пурнăç çулĕпе тĕллевлĕн талпăнса утни, яваплă ĕçре ăнăçлă ĕçлесе пыни чунтанах савăнтарчĕ Валентина Владимировнана. Апла пулсан тĕллевлĕн ĕçлесе пыни, кашни вĕренекеншĕн чунтан тăрăшни ахаль çухалмасть.