Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик сĕрĕмĕн паллисем

23 октября 2010 г.

Çын наркотикпе минренине мĕнле уйăрма пулать;

В.МАЛЕЕВ.

Çын наркотикпе усă курнине кăтартакан паллă – темиçе. Куçа тÿрех тăрăнаканнисем – укол йĕрĕсем, ÿт çинчи кăвакарнă, кастарнă вырăнсем, кĕсьере чиксе çÿрекен пĕтĕрнĕ хут татăкĕсемпе укçа, çунса хăрăмланнă кашăк, тимĕр савăт, сигарет курупкинчи папирос.

Паллăсен тепĕр ушкăнне ÿте кăвакрах е хĕрлĕрех тĕс çапни, куç шăрçи сарăлни е пĕрĕнни, куç хĕрелни, чĕлхе çыхланни е виçесĕр нумай калаçни, аппетит çухални е питĕ нумай çини, вĕçĕмсĕр ÿсĕрни, тайкаланса утни е сăлтавсăр такăнса ÿкни, юн пусăмĕ ÿсни, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни кĕреççĕ.

Çавăн пекех çынна сăнанă хыççăн та вăл наркотикпе усă курнине уйăрса илме пулать. Çакăн палли питĕ нумай. Хăшне-пĕрне кăна асăнăпăр. Тĕслĕхрен, сăлтавсăр тулхăрни, ĕçлес килменни, обществăран уйрăлни, пĕччен пулма тăрăшни, çынсенчен пăрăнни, малтан кăсăклантарнă ĕçсенчен тарни, ас тăвăм вăйĕ тата тимлĕх чакни, килтен час-часах сăлтавсăр тухса кайни, шкулта, институтра начар вĕренме пуçлани, кăмăл-туйăм хăвăрт улшăнни, ывăнни, яланах укçа ыйтни, килтен хаклă япаласем, кĕнекесем, тумтир, аудиотехника çухални, телефонпа калаçнă чух ятарлă сăмахсемпе усă курни.

Çывăх çыннăра сăнăр. Иккĕленÿ çирĕпленчĕ тĕк çухалса ан кайăр. Тăхтаса тăмасăр наркологи диспансерне васкăр, нарколог-тухтăртан пулăшу ыйтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика