27 октября 2010 г.
ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура районăн 2010 çулхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă. Çак ыйтупа район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Т.П.Татарских тухса калаçнă. Тĕпрен илсен, кăтартусем япăх мар.
Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ пирки сăмах пуçарса, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан В.Н.Никифоров хуçалăхсенче çур аки валли вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнă.
Чылайăшĕ вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеттермен, ку ĕçе паян-ыранах вĕçлемелле. Ноябрĕн 15-мĕшĕччен вара мĕн пур вăрлăха ака кондицине лартмалла.
Канашлура выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварас, коммуналлă служба ĕçне лайăхлатас тата район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене çĕкленĕ.