27 октября 2010 г.
ВĂХĂТ кустăрми малаллах кăлтăртатса чупать. Сисместĕн те, çамрăклăх та, вăй-питти тапхăр та хыçа юлаççĕ, ватлăхри сумлă юбилейсем çитсе тăраççĕ. 2010 çул Кивĕ Шăмăршăри Л.В.Сергеева ĕç ветеранĕшĕн хăйĕн 75 çулхи юбилейне уявланипе палăрса юлчĕ.
Лидия Антонова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1935 çулта Хайпăла ялĕнче кун çути курнă. Василий Алексеевичпа Татьяна Спиридоновна Антоновсен туслă çемйинче умлă-хыçлă пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă. Чи асли Коля (1931 ç.ç.) пулнă. Лидия – иккĕмĕш. 1937 çулта – Маюк, 1940 çулта Санюк çутă тĕнчене килнĕ.
Кил хуçипе арăмĕ кунĕн-çĕрĕн хĕрÿ ĕçре çаврăннă, хуçалăха малалла аталантарма, хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхма, вĕсене пĕчĕкренех ĕç явăçтарма тăрăшнă. Питĕ шел, Антоновсен мал ĕмĕтне хăрушă вăрçă татнă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ хыççăнах ялти арçынсене фронта илме пуçланă. Василий Антонов та вăрçа кайма повестка илнĕ. Вăл савнă мăшăрне, юратнă ачисене ыталаса чуп тунă та, сасартăк капланса килнĕ куççульне шăлса (кил хуçи тăван киле таврăнма, мăшăрĕпе ачисене ытама илме шăпа пÿрменнине чун-чĕрипе туйнă пулĕ çав) фронта тухса кайнă. Кил хуçи арăмĕ ватă хунямăшĕпе, тăватă пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Сăпкари Санюк çулталăк та тултарман пулнă-ха ун чухне.
– Аннене питĕ йывăр тиветчĕ, – каласа парать Лидия Васильевна. – Пире, пĕчĕкскерсене, унăн тăрантармалла, тумлантармалла пулнă. Колхоз ĕçĕнчен те юлман вăл. Йывăр пулсан та, атте вăрçа кайнă хыççăн та выльăх-чĕрлĕх шутне чакармарĕ анне. Килте ĕне, сурăхсем, хурсем тата чăх-чĕп тытнă. Тĕрĕссипе, çакна пула эпир выçă вилесрен хăтăлса юлтăмăр. Аннене питĕ шеллетĕмĕр, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Çăвĕпех курăк йăтаттăмăр, ăна типĕтсе утă валли хатĕрлеттĕмĕр. Кунсăр пуçне аннепе пĕрле вăрмана кайса шăпăр, милĕк хуçса килетĕмĕр, вĕсене метекпе туртса, Упи пасарне кайса тырăпа, çăнăхпа, тăварпа ылмаштараттăмăр. Эпир, пĕчĕккисем, колхоз хирĕнче пучах пуçтараттăмăр, утă тавăрса пухаттăмăр, вир çумлаттăмăр.
Аттерен малтанласа çырусем килкелерĕç. Кайран вĕсем текех пулмарĕç. Часах атте вăрçăра пĕр хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хурлăхлă çыру килчĕ...
Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче Лидия хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле колхозра пĕр кун юлми ĕçленĕ. Вун тăваттăра чухне вăл алла çава тытса çитĕннисемпе тан утă çулнă. Вырма тапхăрĕнче амăшĕпе юнашар каçалăка тăрса çурлапа ыраш вырнă. Жнейкăпа вырнă тырра кĕлте туса çыхма та пулăшнă хĕр ачасем. Арçын ачасем лаша кÿлсе йĕтеме кĕлте турттарнă. Йĕтемре пĕр молотилка кăна ĕçленĕрен, хĕрарăмсем кĕлтесене тăпачăпа çапса та тĕшĕленĕ. Лидия Антоновапа Раиса Богатнова (вăл аслăрах пулнă) пысăк алапа çавăрса тырра алласа-тасатса тăнă. Таса тырра пăтавккапа йăтса кĕлете кĕртнĕ. Хĕрÿ ĕç сĕм-çĕрлечченех пынă.
Хĕле кĕрсен вара хĕрсем арçынсемпе пĕрле Пашьел тăрăхне, Кÿчек паççулккине вăрман касма çÿренĕ – Лидия Антоновашăн тата унăн тантăшĕсемшĕн ĕç яланах тĕп вырăн йышăннă. Çакна пула тата условисем пулманнипе, Лидиян пуçламăш шкула пĕтернипех çырлахма тивнĕ.
Ĕçчен те сăпайлă, яштака та илемлĕ сăн-питлĕ хĕре Кивĕ Шăмăршă каччи Анатолий Сергеев тÿрех килĕштернĕ, ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Ялта ырăпа тата ĕçченлĕхпе палăрса тăракан йĕкĕтĕн сĕнĕвне хирĕçлеме пулать-и вара; Хĕр хăй те ăна килĕштернĕ. Çапла вара, 1957 çулта çамрăксем туй кĕрлеттерсе пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем Сергеевсен тĕп килĕнче пурăнма пуçланă.
Анатолий Сергеев "Гвардеец" колхозра механизаторта тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ, Лидия, уй-хир бригадинче вăй хунă. Пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, вăл бригадир хушнă пур ĕçе те чунтан тăрăшса пурăçланă, пĕр ĕçрен те юлман.
1965 çулта Лидия Сергеева Шăмăршăри çăкăр пĕçерекен пекарньăра ĕçлеме пуçланă. Унта та вăл, ĕçчен те вăр-варскер, кунран-кун, çулран-çул пултаруллă ĕçлесе пынă. Ĕçе юратса пурнăçланăшăн, ăмăртура малта пынăшăн Лидия Васильевнăна райпо правленийĕ Грамотăсем, парнесем парса чысланă. Тĕрлĕ знаксене, "Ĕç ветеранĕ" медале те тивĕçнĕ ăста пекарь. Ку ĕçре пĕр улшăнми 25 çул вăй хунă хыççăн, 1990 çулта, тивĕçлĕ канăва кайнă.
Мăшăрĕ, Анатолий Петрович хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра механизаторта ĕçлесе ирттернĕ. Шаннă ĕçе юратса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна нумай хутчен Грамотăсем, парнесем парса хисепленĕ. (Тăпри çăмăл пултăр, 2008 çулта вăл пурнăçран уйрăлса кайнă).
Анатолийпе Лидия Сергеевсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем хăйсене килĕшекен профессипе тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнаççĕ, çемьеллĕ.
Лидя аппа хăйĕн кĕçĕн ывăлĕн – Юрăн – çемйипе пĕрле пысăк та хăтлă пÿртре пурăнать. Çуртра хулари евĕр условисем тунă ĕçчен çемье. Кинĕпе, Людăпа, тÿрех пĕр чĕлхе тупнă Лидия Васильевна. Выльăх-чĕрлĕх – картиш тулли. Вĕсене пăхма Лидя аппа та пулăшать. Унăн халĕ 9 мăнук ĕнтĕ.
Хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне йывăр ĕçре ирттернĕскер, халĕ, ватлăх кунĕсенче, ветеран савăнса кăна пурăнать. Ăна ачисем, мăнукĕсем питĕ юратаççĕ, пысăк сума хураççĕ. Ял-йышра та Лидия Васильевна хисеплĕ çын.