Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана шухăшлама вĕрентмелле

27 октября 2010 г.

Сентябрь уйăхĕнче тухнă хамăн статьяри шухăшсене анлăлатса педагогăн вĕрентÿри пĕлтерĕшĕ пирки малалла калаçар-ха. Раççей вĕрентÿпе наука министрĕн Андрей Фурсенкăн сăмахĕсем пуçран тухмаççĕ. Вăл учителе калаçакан учебникпа танлаштарать. Ку мана та, педагогика ветеранне, паллах, ытти вĕрентекене те, кÿрентерет. Вĕрентÿ ĕçĕ пултаруллă та пуçаруллă учительсем çинче тытăнса тăнине хакласшăнах мар пулас. Ача интернет урлă пĕлÿ илме пултарасси питĕ ансат пулса пырассăн туйăнать-ши; Анчах ачан ăнланулăх шайне кам ытларах пĕлет-ха: вĕрентекен-и е интернет-и; Паллах – унпа ĕçлекен учитель. Апла тăк педагогăнах ăна шухăшлама, компьютера алла илме хăнăхтармалла.

еç усă курни çителĕксĕр. Учителĕн кирек хăш предметпа та темăна туллин уçса пама хушма материалпа, приборсемпе, таблицăсемпе, хаçат-журналти статьясемпе тата ыттипе усă курма тивет. Ачасене вăл ансатрах ыйтусем парсах пĕтĕмлетÿ патне хăйсем тĕллĕн çитме пулăшать. Чăн-чăн учитель çапла ĕçлесе урок пахалăхне чылай ÿстерет. Паллах, пултаруллă, ăнтăлуллă ачасем вĕрентекен предметпа кăсăклантарсан пĕлĕвне интернет урлă малалла анлăлатĕç.

Педагогран нумай килет тени – пуш сăмах мар. Вăл урока мĕнле пуçлани те пĕлтерĕшлĕ. Ачасене тÿрех шухăшлаттарма пултарсан тема кăсăклăхĕ ÿсесси паллă. Тĕслĕхрен, физика учителĕ çĕнĕ темăна ăнлантарма пуçличчен çапла ыйтать: "Пахча çимĕç упракан нÿхрепе хĕл умĕн пысăк чанпа е пичкепе шыв лартаççĕ. Мĕншĕн-ши;" Ачасем шухăша каяççĕ. "Çĕр улми хуракан сак айне пирĕн те шыв лартаççĕ", – тет пĕри. "Пирĕн сак ай хĕлле сивĕ пулать, çавăнпа анне бидонпа вĕри шыв лартать", – пĕлтерет тепри. Доска çине урок темине – "Вăрттăн ăшă" – çырнă май учитель татах ыйтать: "Мĕншĕн 0 градусра шыв шăнать, пăр вара ирĕлет;" Урока çапла йĕркелесе вĕрентекен ачасене кăсăклантарать, ытларах пĕлме хавхалантарать. Математикăра та çавах. Ачасене 5-6-мĕш классенчех шухăшлама хăнăхтарса тарăн пĕлÿ параймасан вĕсем аслăрах классенче алгебрăпа геометрие кирлĕ чухлĕ ăнланаймаççĕ. Çакна шкулта нумай çул математика вĕрентнĕ май лайăх пĕлетĕп. Аллăмĕш çулсенче Березянская учебникĕпе ĕçлеттĕмĕр. Унти задачăсене 6-мĕш классем мĕнле "шĕкĕлченине" аса илсе паян та савăнатăп. Пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе задачăна ăнланса илессине çăмăллатни нумай пулăшатчĕ. Ачасем учитель ыйтăвĕсене хуравласа кăна мар, пĕр-пĕринпе сÿтсе явса та шухăша тарăнлататчĕç.

Паян вĕренекенĕмсемпе тивĕçлипех мухтанатăп. Хăйсем те мана манмаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекен физика-математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Поляков "Ульяновец" хаçатра тухнă интервьюра çапла палăртать: "Математикăна мана Николай Герасимович Павлов учитель юратма вĕрентрĕ. Тăрăшакансемпе уйрăм ĕçлетчĕ, кăткăсрах задачăсем шутлаттаратчĕ". Вăл Мускавра тухнă тĕпчев кĕнекине мана парнелесе "Вĕрентекене – вĕренекенĕнчен" тесе çырнă. Учитель ĕçне пысăка хурса хаклакан çак сăмахсенчен пахараххи тата урăх мĕн пултăр! Вĕсем чуна ăшăтаççĕ. Эпĕ вĕрентнĕ Владимир Евдокимов – атомщик, Мускавра яваплă вырăнта ĕçлет. Шкулта математикăна килĕштерсе вĕреннисенчен чылайăшĕ медицина, çар, педагогика специальноçĕсене суйласа илчĕç, ăнăçлă ĕçлесе пурăнаççĕ. Манăн ывăлсем те математика енĕпе аслă шкул пĕтерчĕç. Эпĕ 90 çул тултарнă кун Вадим мăнукăм Великий Новгородран хăйне тĕп инженера лартни çинчен телеграммăпа пĕлтерсе савăнтарчĕ.

Мухтанас шухăшпа çырмастăп. паянхи педагогсене хăйсен миссийĕ пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут аса илтерес килет. Ачасене юратсан, вĕсене хисеплесен, предмета пурнăçпа çыхăнтарса вĕрентсен ăслă, нумай пĕлекен ăру çитĕнтерме пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика