Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унта "хам! хам!", кунта "хам! хам!"...

27 октября 2010 г.

ИНДИРЕ ĕне çвяттуй выльăх шутланать теççĕ, ăна ирĕккĕн çÿреме те, крыльца умне пырса "икерчĕпе" варалама та чармаççĕ иккен.

Пирĕн Шăмăршă районĕнче вара "çвяттуйсен" шутне йытăсене кĕртнĕ пулмалла. Район центрĕнче те, ялсенче те вĕсем çав тери нумай ĕрчесе кайнă, ирĕкре çÿресе çынсене хăратаççĕ. Хăратаççĕ çеç мар, çыртса-туласа амантаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри çырав пынă кунсенче ирĕкри йытăсем çыравçăсене хытах чăрмантарнă: пĕр çыравçăн юбкине туртса çурнă, тепри йĕм пĕççисĕр тăрса юлнă. Почтальонкăсем мĕн чухлĕ тарăхаççĕ тата! Йытăсене иртĕхме кам чарĕ; Район çыннисем выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕршекен станци ертÿçисемпе ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕсенчен тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтаççĕ.

Ирĕкри йытăсен хуçисене тупса палăртса пысăк штраф тÿлеттермелле.

Ушкăн-ушкăн йытă урам тăрăх чĕлхе тăсса чупни, килен-каяна тапăнни – ниçта шăнăçман япала. Тирпейлĕ те илемлĕ район тăвас тетпĕр пулсан, ирĕкри йытăсене чармаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика