Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа, çут çанталăкпа туслашар

27 октября 2010 г.

РАЙОНТА "Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн" акци малалла пырать. Шкулсенче тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ.

Палтиел шкулĕнче вĕренÿ кунĕ ирхи зарядкăран пуçланать. Кунта кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ. Тунти кун "Сывă ача – пирĕн пуласлăх" ятпа политинформаци иртнĕ. "Сиенлĕ йăласене хирĕç эпĕ спорт суйлатăп" ятпа сочиненисен конкурсĕ те пырать, спорт ăмăртăвĕсем те йĕркелеççĕ. Патирек шкулĕнче "Эпĕ пурнăçа суйлатăп" сочиненисен конкурсĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕнче 11 класс ертÿçи Е.А.Федорова "Çамрăксен сывă пурнăç йĕрки" ятпа класс сехечĕ ирттернĕ. Калаçу "Наркомани – хăрушă", "Туртни – сывлăха сиенлени" темăсем тавра пынă. Шăмăршă шкулĕнче те кашни кунах тĕрлĕрен мерприятисемпе конкурссем йĕркелеççĕ. 10 "б" класра вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, тус-юлташĕсем валли спорт уявĕ ирттернĕ. "Сывлăх еннелле – малалла!" девизпа акцие хутшăнма кăмăл тунă "Пĕрле" ("Вместе") ачасен организацийĕ, 9"б" класс хĕрĕсемпе каччисем сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе уроксем хыççăн кĕрхи вăрмана çул тытнă. Вĕсем унта кăмпа пуçтарма мар, сывлăх шырама кайнă. Çапла пĕлтернĕ вĕсем ытти ачасене.

Ял поселенийĕсем те акцие хастар хутшăнаççĕ. Васан ял библиотекинче "Пирус пирки ĕç пăхса тухатпăр" ятпа çавра сĕтел иртнĕ. Çамрăксемпе шкул ачисем кĕнеке куравĕпе те паллашнă. "Пирус сиенĕ çинчен" электронлă презентаци пăхнă.

Акци çак уйăх тăршшĕпех пырать. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине суйламалли, эрех-сăрапа, пирус-наркотикпа айкашмалла марри пирки яланах аса илтерсех тăрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика