Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри тепринчен маттур

27 октября 2010 г.

– Çамрăксем-и; – ыйту çине ыйтупах хуравларĕ "Шанс" ООО ертÿçи В.Еремеев. – Вĕсемсĕр малашлăх пур-и вара;

Унпа тавлашас шухăш çук, енчен те хуçалăхра çамрăксем те вăй хураççĕ пулсан.

Ертÿçĕпе чи малтанах Энтĕрьелĕнчи сысна ферминче пулса куртăмăр. Çамрăксенчен пĕри – Женя Шигарев – ĕç вырăнĕнчехчĕ. Скотник вăл кунта, иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Сăмах май, маларах унăн ашшĕ-амăшĕ те çак фермăрах ĕçленĕ. Вĕсен ывăлĕ те, выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер, шкул хыççăн фермăра ĕçлеме кăмăл тунă. Ертÿçĕ ăна пур енĕпе те ырласа çеç асăнчĕ: маттур, паянхи ĕçе ырана хăвармасть. Сыснасем яланах тутă, тислĕке вăхăтра тасатать. Çакăнтан ытла мĕн кирлĕ тата;

Механизатора эпир ĕлĕкех ялти тĕп вăй теме хăнăхнă. "Шансра" çĕрĕн çамрăк хуçисем пурри те савăнтарать: кăвапа çуралса ÿснĕ çĕрпе çыхăннине кам сивлĕ; Юрий Кузьминах илер-ха. Ăна кустăрмаллă МТЗ – 82 трактор шанса панă. Профтехучилище пĕтернĕ хыççăн ларнă йĕкĕт "хурçă ут" рулĕ умне. Çакăншăн вара вăл пĕрре те ÿкĕнмест: тăван уй-хир унăн тарĕпе шăварăнни – чăннипех нимĕнпе виçейми награда. Пур ĕçе те шанса пама пулать кунран кун опыт пухса пыракан çамрăк механизатора.

Хам та механизатор пулнăран, Т –150 трактор самаях хăватлă техника пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Александр Хрисанова çакă пĕрре те шиклентермен – вăл ăна шанчăклăн "çăварлăхланă": механизатор хăйĕн "хурçă учĕпе" сухалать те, акать те, ытти ĕçсенче те хастар.

Çамрăк механизаторсем татах та пур. "Шанс" ООО ертÿçи В.Еремеев тÿрех икĕ Ваççана асăнчĕ: пĕри – Вашуркин, тепри – Стрижов. Малтанхи халĕ сахăр кăшманĕ турттарать, иккĕмĕшĕ пикенсех хирте суха тăвать, хыçран касă хыççăн касă хăварать. Ĕç тухăçлăхĕ те лайăх. Çамрăк алăсенче ĕç вĕресе тăрать тени тĕрĕсех çав – тепĕр чух вĕсене аслисем те ăмсанаççĕ. Пĕр шутласан вара çакăнта вĕсен тÿпи те çук мар.

Фермăпа уй-хирсĕр пуçне, кулленхи ытти ĕçсем те сахал мар хуçалăхра.

– Кирек ăçта кайма кала, мĕн хуш – Марина Вашуркинапа Светлана Вазанова рабочисем нихăçан та ÿкĕтлеттерсе тăмаççĕ, – тулли кăмăлне пытармарĕ Валерий Петрович. – Вĕсем пек ĕçчен çамрăксем тата нумай пулсан ăçтаччĕ те...

Хуçалăхра чи пĕлтерĕшли, ответли мĕн тетĕр; Паллах, отчетпа учет. В.Еремеев çак ĕçе – тĕп бухгалтер ĕçне – çамрăк специалист Анна Антонова тивĕçлипе пурнăçланипе те кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика