Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2011 çулта мĕнле канăпăр?

27 октября 2010 г.

Çитес çула мĕнле йĕркепе канăпăр-ши; Уявсене пула кану кунĕсене куçармĕç-и?

В.ТИТОВА.

Январĕн 1,2,3,4,5-мĕшĕсем унчченхи пекех кану кунĕсем шутланаççĕ, 7-мĕшĕ – Христос çуралнă кун. Пĕрремĕшпе иккĕмĕшĕ шăмат кунпа вырсарни куна лекнĕрен РФ Ĕç кодексĕн 112 статйипе вĕсене январĕн улттăмĕшпе вуннăмĕшне куçараççĕ. Çапла майпа Çĕнĕ çул "каникулĕсем" 10 куна (8 тата 9 – шăмат кун тата вырсарни кун) тăсăлĕç. Ĕçе январĕн 11-мĕшĕнче, ытлари кун тухмалла.

Уявсене пула кану кунĕсене куçарасси пирки калакан правительство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн март уйăхĕн 5-мĕшĕнчи (шăмат кун) кану кунĕ тунти куна, март уйăхĕн 7-мĕшне, куçать. Çапла майпа Хĕрарăмсен уявĕ виçĕ куна – мартăн 6,7, 8-мĕшĕсене – тăсăлĕ. Анчах шăмат кун, март уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ĕçлеме тивĕ.

Март уйăхĕн пуçламăшĕнче те, Çĕнтерÿ кунĕнче те кану вăраха тăсăлать. Кун пирки йышăнура уйрăм палăртман пулин те – паллă. Ĕç кодексĕнче тахçанах çырса хунă: уяв шăмат куна е вырсарни куна лексен уяв хыççăнхи ĕç кунĕ канмалли шутланать. 2011 çулхи календарьпе килĕшÿллĕн май уйăхĕнче икĕ хутчен, июнь (Раççей кунĕ), ноябрь (Халăх пĕрлĕхĕсен кунĕ) уйăхĕсенче виçшер кун канăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика